bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 John 3
1 John 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 4 →
1
Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем. Турра пӗлменрен тӗнче пире те пӗлмест.
2
Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха. Пӗр ҫакна анчах пӗлетпӗр: ҫавӑ паллӑ пулсассӑн, Христос евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл мӗнле, Ӑна ҫапла курӑпӑр.
3
Ӑна шанса тӑракан кирек кам та, Вӑл таса пулнипе, хӑйне хӑй тасатать.
4
Ҫылӑха кӗрекен кирек кам та йӗркесӗр ӗҫ тӑвать; ҫылӑх вӑл — йӗркесӗр ӗҫ.
5
Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илме килнине, Унӑн ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр.
6
Унпа пӗрле пулсассӑн никам та ҫылӑха кӗмест; Ӑна курманни, Ӑна пӗлменни кирек кам та ҫылӑха кӗрет.
7
Эй ачамсем! сире никам та илӗртсе ан улталайтӑр. Турӑ тӳрӗ, тӳрӗ ӗҫ туса тӑракан Ун пекех тӳрӗ.
8
Ҫылӑха кӗрекен ҫын — шуйттанран, мӗншӗн тесессӗн малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне аркатма килнӗ те.
9
Турӑран ҫуралнӑ ҫын нихӑшӗ те ҫылӑх тумасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӑшӗнче — Турӑ вӑрлӑхӗ. Турӑран ҫуралнипе вӑл ҫылӑха кӗмест.
10
Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: || тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах.
11
Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать,
12
Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ ӑна? Мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, тӑванӗн ӗҫӗсем тӗрӗс пулнӑ.
13
Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр.
14
Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать.
15
Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен; ҫынвӗлеренӗн нихӑшӗн те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫук, ун ӑшӗнче ҫук вӑл — ҫакна эсир пӗлетӗр.
16
Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать.
17
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?
18
Эй ачамсем! сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар.
19
Вара ҫавӑнтан хамӑр чӑнлӑхран иккенне пӗлӗпӗр, Турӑ умӗнче чӗрене пусарӑпӑр;
20
пире хамӑр чӗрех айӑплать пулсассӑн, Турӑ тата ытларах айӑплӗ: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать.
21
Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр,
22
Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр.
23
Унӑн ӳкӗчӗ ҫакӑ: Хӑй хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла.
24
Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑракан Турӑпа пӗрле пулать, Турӑ та унпа пӗрле пулать. Вӑл пирӗн ӑшӑмӑрта тӑнине эпир Вӑл хамӑра панӑ Сывлӑш урлӑ пӗлетпӗр.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5