bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 John 5
1 John 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
1
Иисуса Христос тесе ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Ҫуратаканнине юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
2
Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр:
3
Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар,
4
мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл.
5
Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненекенсӗр пуҫне тӗнчене урӑх кам ҫӗнтертӗр тата?
6
Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
7
[Тӳпере виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм.]
8
Ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: сывлӑш, шыв тата юн; вӗсем те виҫҫӗшӗ пӗр япала ҫинчен кӳнтелеҫҫӗ.
9
Эпир этем кӳнтеленине йышӑнатпӑр пулсассӑн, Турӑ кӳнтеленине тата ытларах ӗненетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ку — Турӑ кӳнтелени, Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтелени.
10
Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн кӳнтелекенни хӑй ӑшӗнчех; Турра ӗненмен ҫын Ӑна ултавҫӑ пек курать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑ Хӑй Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтеленине ӗненмест.
11
Акӑ мӗн ҫинчен кӳнтеленӗ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх — Унӑн Ывӑлӗнче.
12
Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхлӗ ҫыннӑн чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхсӗр ҫыннӑн чӗрӗлӗх ҫук.
13
Ҫакна эпӗ сирӗн пата, Турӑ Ывӑлӗн ятне ӗненекенскерсем патне, ҫырса ярса Турӑ Ывӑлне ӗненни урлӑ сирӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пуррине пӗлтерес терӗм.
14
Унӑн умӗнче пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур: Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет;
15
эпир кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсассӑн, Унран хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлсе тӑратпӑр.
16
Кам хӑйӗн тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑх тунине курать, вӑл уншӑн Турра кӗлтутӑр, вилӗм кӳмен ҫылӑх тӑвакан ҫынна Турӑ вара чӗрӗлӗх парӗ. Вилӗм кӳрекен ҫылӑх та пур: эпӗ ӑна ҫав ҫылӑхшӑн кӗлтутӑр тесе каламастӑп.
17
Кирек мӗнле тӳрӗмарлӑх та — ҫылӑх, анчах тата вилӗм кӳмен ҫылӑх пур.
18
Турӑран ҫурални никам та ҫылӑха кӗменнине эпир пӗлетпӗр; Турӑран ҫурални хӑйне хӑй сыхлать, ун ҫумне усал ҫыпӑҫаймасть.
19
Хамӑр Турӑран иккенне, пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
20
Тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, Чӑннине пӗлччӗр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс та пачӗ. Эпир — Чӑннипе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрле. Вӑл — чӑн Турӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ.
21
Эй ачамсем! йӗрӗхсенчен сыхланӑр. Аминь.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
All chapters:
1
2
3
4
5