bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Peter 2
1 Peter 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пур тӗрлӗ усаллӑха, пур тӗрлӗ чеелӗхе, икӗпитлӗхе, ӑмсанассине, тӗрлӗ усал сӑмах калассине пӑрахӑр,
2
тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр, унпа тӑранса, ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнӑр:
3
Ҫӳлхуҫа ырӑ иккенне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.
4
Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса,
5
хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр.
6
Ҫырура ҫапла каланӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне кӗтеслӗх чул — суйласа илнӗ, хаклӑран та хаклӑ чул — хуратӑп, Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ» тенӗ.
7
Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул;
8
вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ. Вӗсем сӑмаха ӗненмен пирки ҫав чула такӑнаҫҫӗ — вӗсене ҫавна курма хӑварнӑ.
9
Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире;
10
ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ.
11
Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр,
12
суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем халӗ сире усал ҫынсем вырӑнне хурса хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтавлӗҫ.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх;
14
аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать,
15
мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ;
16
эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.
17
Пурне те хисеплӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, Турӑран хӑраса тӑрӑр, патшана хисеплӗр.
18
Эй тарҫӑсем, хуҫӑрсене темӗн тӗрлӗ хӑраса пӑхӑнса тӑрӑр, ыррисемпе йӑвашшисене ҫеҫ мар, хаяррисене те пӑхӑнӑр.
19
Айӑпсӑр ҫӗртенех асап курса, Турӑ ҫинчен шухӑшласа хуйхӑ-суйхӑ тӳссе ирттерни Турра кӑмӑллӑ.
20
Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур? Хӑвӑр ырӑ тусассӑн та хӗн курса тӳсетӗр пулсассӑн, ҫакӑ вӑл Турра кӑмӑллӑ.
21
Сире тӳссе пурӑнма чӗннӗ; || Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ.
22
Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман;
23
Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ;
24
пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
25
Эсир аташса ҫӳрекен сурӑхсем пек пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Кӗтӳҫӗ патне, чунӑра Сыхлаканӗ патне таврӑнтӑр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5