bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Peter 4
1 Peter 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
1
Христос пирӗншӗн ӳчӗпе асапланнӑ, эсир те ҫав шухӑша тытӑр: ӳчӗпе асапланакан ҫылӑха кӗме чарӑнать;
2
ӳтпе пурӑнас юлашки вӑхӑтне вӑл вара этем кӑмӑлӗн еккипе пурӑнасшӑн мар, Турӑ хушнӑ пек пурӑнасшӑн.
3
Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр;
4
ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ;
5
чӗррисене те, вилнисене те кӗҫех сут тума хатӗр тӑракан Тӳре умӗнче вӗсем явап тытӗҫ.
6
Ҫавӑнпа вилнисене те, этем халлӗн ӳтпе ҫылӑха кӗнӗшӗн сут тунӑ хыҫҫӑн Турӑ ирӗкӗпе пурӑнччӑр тесе, Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.
7
Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ. Ҫавӑнпа ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
8
Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать.
9
Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр.
10
Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр.
11
Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.
12
Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр;
13
Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр.
14
Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ; вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир мухтава кӑларатӑр.
15
Анчах ҫын вӗлерсе е вӑрласа, е усал ӗҫ туса, е ҫыннӑнне илесшӗн пулса сирӗнтен никам та асап курмалла ан пултӑрччӗ;
16
Христос ҫынни пулнӑ пирки асапланнӑшӑн ан вӑтан, уншӑн Турра мухта.
17
Сут вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, малтан Турӑ халӑхне сут пулӗ; ҫакӑ пирӗнтен пуҫланас пулсассӑн, Турӑ Евангелийӗне пӑхӑнманнисенӗн вӗҫӗ мӗнлерех пулать?
18
Тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ ҫын та аран-аран ҫӑлӑнаять пулсассӑн, усал ҫын, ҫылӑхлӑ ҫын ӑҫта кайса кӗрӗ?
19
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗпе хӗн куракансем, ырӑ ӗҫ туса тӑрса, хӑйсен чунне Пурне те Пултаракан аллине паччӑр, Вӑл — шанчӑклӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5