bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Peter 3
1 Peter 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 4 →
1
Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр.
3
Эсир ҫӳҫӗре ҫивӗтлесе, ылтӑн эреш ҫакса е хӳхӗм тумланса тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр;
4
хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ пулса чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр — Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ.
5
Турра шанса пурӑннӑ сӑваплӑ хӗрарӑмсем ӗлӗк те упӑшкисене пӑхӑнса ҫапла хӑйсене илем кӳрсе тӑнӑ;
6
Сарра та ҫапла Авраама «хуҫамӑм» тесе пӑхӑнса пурӑннӑ. Ырӑ тӑватӑр пулсассӑн, нимӗнрен те хӑрамастӑр пулсассӑн, эсир Сарра хӗрӗсем пулатӑр.
7
Эй арсем, эсир те арӑмӑрсене, черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр; вӗсем те хӑвӑрпа пӗрле ырӑлӑхлӑ пурӑнӑҫа кӗрессине пӗлсе, вӗсене хисеп тӑвӑр, кӗлтунӑ чухне вара сире нимӗн те кансӗрлемӗ.
8
Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр;
9
усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.
10
Телейлӗ пурӑнас теекен, ырӑ кунҫул курас теекен чӗлхине усал сӑмах каласран, чӗлхи-ҫӑварне ултавлӑ сӑмахран чарса тӑтӑр.
11
Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ тутӑр; килӗштерме тӑрӑштӑр, ҫавӑн енне туртӑнтӑр;
12
Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.
13
Эсир ырӑшӑн тӑрӑшакансем пулсан, сире кам усал тӑвӗ?
14
Тӳрӗлӗхшӗн асап та куратӑр пулсан, эсир вара телейлӗ; вӗсем хӑратнинчен ан хӑрӑр, ан шикленӗр.
15
Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пурӑнӑр; хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен ыйтса тӗпчекене кирек кама та ӑшшӑн, йӑвашшӑн каласа пама ялан хатӗр тӑрӑр;
16
ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, эсир Христоса ӗненсе ырӑ пурӑннине хурлакан ҫынсем сире усал ҫынсем вырӑнне картса хӑртнӑшӑн намӑса юлччӑр.
17
Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах;
18
пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе,
19
ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
21
Ҫав шыв — шыва кӗрсе тӗне кӗнин сӑнарӗ; халӗ те эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр; шыва-тӗне кӗни вӑл — вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани; ҫак ҫӑлӑнӑҫ Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни урлӑ килет.
22
Вӑл ӗнтӗ тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енче ларать, Ӑна ангелсем, пуҫлӑхсем, хӑватсем пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5