bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Peter 1
2 Peter 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Иисус Христос чури, Унӑн апостолӗ Симон Петр — хамӑр Туррӑмӑрпа Ҫӑлакан Иисус Христосӑн тӳрӗлӗхӗ урлӑ пирӗн пекех хаклӑ тӗне кӗнисене:
2
Турра тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сирӗн тивлетпе канӑҫлӑхӑр ӳссех пытӑр.
3
Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ;
4
мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир пӗтӗм вӑйран хӑвӑр ӗненни ҫумне ырӑ кӑмӑлӑра хушӑр, ырӑ кӑмӑлӑр ҫумне — тӗплӗ шухӑшлӑ пулнине, тӗплӗ шухӑшӑр ҫумне — чарулӑх, чарулӑх ҫумне — тӳсӗмлӗх, тӳсӗмлӗх ҫумне — тӳрӗлӗх, тӳрӗлӗх ҫумне — тӑвана юратнине, тӑвана юратни ҫумне пурне те юратнине хушӑр.
8
Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ.
9
Камӑн ҫакӑ ҫук, вӑл суккӑр, куҫне хупнӑ, вӑл хӑйӗн унчченхи ҫылӑхӗсене каҫарнине мансах кайнӑ.
10
Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр,
11
вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
12
Ҫавӑнпа эпӗ сире, — ҫакна пӗлетӗр пулсан та, хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр пулсан та, — ҫавӑн ҫинчен астутарса тӑма нихӑҫан та чарӑнмӑп.
13
Халӗ, ҫак ӳт ҫуртӑмра пурӑннӑ чухне, манӑн сире астутарсах тӑмалла тесе шутлатӑп;
14
пӗлетӗп ӗнтӗ: манӑн часах ӳт ҫуртӑма пӑрахса каймалла, ҫакӑн ҫинчен мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пӗлтерчӗ.
15
Эсир ҫакна эпӗ вилсен те ялан аса илччӗр тесе, эпӗ тата та тӑрӑшӑп.
16
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир сире чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ халапсем мар, хамӑр курнине каланӑ — Унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр курнӑ.
17
Вӑл Хӑй тӗлӗнче мухтавлӑран мухтавлӑ Турӑран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Унра» тенӗ сасси илтӗннӗ чухне Атте Турӑран чап та, мухтав та илчӗ.
18
Тӳперен илтӗннӗ ҫав сасса эпир сӑваплӑ ту ҫинче Унпа пӗрле чухне илтрӗмӗр.
19
Пирӗн тата пророксенӗн чӑн сӑмахӗ пур; эсир ҫав сӑмаха ҫутаткӑҫ вырӑнне — кун ҫутӑлса киличчен, хӑвӑр чӗрӗрте шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухиччен тӗттӗм ҫӗрте ҫутатса ларакан ҫутаткӑҫ вырӑнне — хурса аван тӑватӑр;
20
пуринчен ытла эсир Ҫырури малашнехине пӗлтерсе каланӑ сӑмахсене нихӑшне те хӑвӑр тӗллӗн ӑнласа илес ҫуккине пӗлсе тӑрӑр.
21
Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3