bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Peter 2
2 Peter 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ.
2
Нумайӑшӗ вӗсем астарнӑ хыҫҫӑн кайӗ, вӗсене пула чӑнлӑх ҫулне хурлӗ.
3
Мула юратаканскерсем, вӗсем сире йӑпӑлти сӑмахсемпе улталаса тупӑш тӑвӗҫ; вӗсемшӗн сут тахҫанах хатӗр тӑрать, вӗсем пӗтесси инҫе мар.
4
Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ;
5
малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ;
6
Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ;
7
тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ
8
(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
9
Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.
11
Ҫав ҫынсенчен чылай хӑватлӑ та вӑйлӑ ангелсем те ҫӳлти вӑйсене Турӑ умӗнче хурласа айӑпламаҫҫӗ.
12
Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ;
13
йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ;
14
вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.
15
Вӗсем тӳрӗ ҫула пӑрахса чыссӑр парнене сӑхланнӑ Валаамӑн, Восор ывӑлӗн, йӗрӗпе кайса аташнӑ,
16
анчах Валаама хӑйӗн ӗҫӗ йӗркесӗррине кӑтартса намӑса кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак этемле калаҫса ҫав пророкӑн ухмах шухӑшне чарнӑ.
17
Вӗсем — шывсӑр ҫӑлкуҫӗсем, ҫил-тӑвӑл хӑваласа ҫӳрекен тӗтре пӗлӗчӗсем: вӗсем валли ӗмӗрех сӗмлӗх тӑракан вырӑн хатӗрлесе хунӑ.
18
Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ.
19
Вӗсене ирӗке кӑларма пулаҫҫӗ, хӑйсем вара — ирсӗр ӗҫ чурисем, мӗншӗн тесессӗн кам кама парӑннӑ, вӑл унӑн чури пулать.
20
Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
21
Хӑйсене панӑ сӑваплӑ ӳкӗте пӗлсе ҫитсе каялла кайнинчен чӑнлӑх ҫулне пӗлменни вӗсемшӗн авантарах пулӗччӗ.
22
«Йытӑ хӑй хӑсӑкӗ патне ҫаврӑнса пырать, ҫуса тасатнӑ сысна пылчӑк ӑшӗнче йӑваланма каять» тесе тӗрӗс каланӑ — вӗсем ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3