bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Peter 3
2 Peter 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп,
2
эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.
3
Пуринчен ытла ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те
4
ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать» тейӗҫ.
5
Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ,
6
ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те.
7
Ҫав Сӑмахах тытса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут-ҫулӑм валли — сут кунӗнче, ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтес кунри вут-ҫулӑм валли — упранаҫҫӗ.
8
Эй савнӑ тӑванӑмсем, сирӗн акӑ ҫакна пӗлсе тӑмалла: Ҫӳлхуҫашӑн пӗр кун та — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек.
9
Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать.
10
Ҫӳлхуҫа Кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ, вара тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫутҫанталӑкӑн тӗп пайӑрӑмӗсем хӗрсе кайса ишӗлсе анӗҫ, ҫӗр те, ун ҫинчи пур ӗҫ те ҫунса пӗтӗ.
11
Ҫакӑ пӗтӗмпе ҫапла пӗтмелле пулсассӑн, сирӗн, Турӑ килес Куна кӗтсе ӗмӗтленсе тӑракансенӗн, Турра парӑнса мӗн тери таса пурӑнас пулать! ҫав Кун ялкӑшса ҫунакан тӳпе ишӗлсе анӗ, вут хыпнӑ тӗп пайӑрӑмсем шӑранса пӗтӗҫ.
13
Турӑ пире ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пама пулнӑччӗ, эпир ҫавна кӗтсе тӑратпӑр — унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ.
14
Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр;
15
Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ,
16
ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.
17
Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр,
18
тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр. Вӑл халӗ те, ӗмӗрлӗх кунӗнче те мухтавлӑ. Аминь.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3