bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Habakkuk 1
Habakkuk 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Аввакум пророка курӑнни, вӑл малашне мӗн пулассине курни.
2
Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана? — Эсӗ илтместӗн; хӑҫанччен пусмӑра пӗтерме тархаслӑп-ши Сана? — Эсӗ ҫӑлмастӑн.
3
Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн? Ман умӑмра — ҫарату та пусмӑр; вӑрҫӑ-харҫӑ тухать, хирӗҫӳ пуҫланать.
4
Ҫавна пула саккун хӑйӗн вӑйне ҫухатрӗ, тӗрӗс сут туни ҫук: йӗркесӗр ҫын тӳрӗ ҫынна ҫӗнтерет, ҫавӑнпа сучӗ те суя пулать.
5
Халӑхсем хушшине пӑхӑр-ха, тимлӗрех тинкерӗр-ха, вара хытӑ тӗлӗнетӗр эсир: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ акӑ ҫакӑн пек ӗҫ тӑвӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр.
6
Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
7
Хӑрушӑ та тискер вӑл; унӑн сучӗ те, унӑн вӑйӗ те унран хӑйӗнчен килет.
8
Учӗсем барсран та вичкӗнрех, ҫӗрлехи кашкӑртан та ҫивӗчрех; унӑн утлӑ ҫарӗ тӗрлӗ еннелле вирхӗнет; юланутҫисем унӑн инҫетрен килеҫҫӗ, тупӑшӗ ҫине вӑйкӑнакан ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе ҫитеҫҫӗ.
9
Пӗтӗмпе хатӗр вӑл ҫаратма; куҫӗ-пуҫӗпе малалла тирӗнсе, тыткӑна илнисене хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ пуҫтарса каять.
10
Вӑл патшасене те мӑшкӑллать, ҫулпуҫсене те ҫын кулли тӑвать; кирек хӑш керемрен те кулать вӑл: йӗри-тавра тӑпра хӳме хӑпартать те ӑна туртса илет.
11
Вара чӗри мӑнаҫланать унӑн, вӑл тилӗрсе ҫӳрет; унӑн вӑйӗ — хӑйӗн турри.
12
Анчах Эсӗ мӗн авалтанпах манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм, манӑн Святойӑм мар-и вара? эпир вилместпӗр! Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ӑна пире сут тӑвасшӑн пулнипе анчах чарса тӑмарӑн. Эй манӑн Чул Хысакӑм! ӑна Эсӗ пире хаса памашкӑн янӑ.
13
Усал ӗҫсем Сан таса куҫу валли мар, Эсӗ хӗсӗрлени ҫине пӑхма пултараймастӑн; мӗншӗн-ха Эсӗ ҫын хӑйӗнчен тасараххине хыпса ҫӑтнӑ чухне йӗркесӗр ҫынсем ҫине пӑхатӑн, анчах нимӗн те чӗнместӗн,
14
ҫынсене тинӗсри пулӑ евӗр, хуҫисӗр тӑрса юлнӑ ҫӗлен-калта евӗр хӑваратӑн?
15
Вӗсене пурне те вӑлтапа ҫаклатать, хӑйӗн серепине лектерет, хӑйӗн тетелӗсене тултарать, ҫавӑншӑн хӗпӗртет те каппайланса савӑнать.
16
Ҫавӑншӑн вӑл хӑй серепине парнесем кӳрет, тетелӗ умӗнче тӗтӗрет, мӗншӗн тесен вӗсене пула унӑн пайӗ тулӑх, апачӗ чаплӑ.
17
Ҫапла пултӑр тесе, унӑн хӑйӗн серепине пушата-пушата тӑмалла-им, халӑхсене хӗрхене пӗлмесӗр пӗр вӗҫӗмсӗр вӗлермелле-им?
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3