bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Habakkuk 2
Habakkuk 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Эпӗ хамӑн хуралӑма тӑтӑм та, Вӑл ман ӑшӑмра мӗн каланине пӗлем тесе, хамӑн ӳпкевӗм тӗлӗшӗнчен мӗн тавӑрса каламаллине чухлам тесе, пашне ҫинче сӑнаса тӑтӑм.
2
Ҫӳлхуҫа мана хуравласа каларӗ: хӑвна мӗн курӑннине ҫырса пыр та, вулакан ҫӑмӑлах вулама пултартӑр тесе, чул хӑма ҫине уҫӑмлӑн картса хур:
3
сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть.
4
Акӑ мӑнкӑмӑллӑ чун лӑпланаймӗ, тӳрӗ ҫын вара хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ.
5
Мӑнкӑмӑллӑ ҫын, йӳҫекен эрех пек, лӑпланаймасть, ҫапла вара хӑйӗн чунне тамӑк пек сарса пырать, вилӗм пек тӑрана пӗлмест, вӑл хӑй патне пур халӑха та пухать, йӑхсене пурне те тыта-тыта илет.
6
Анчах вӗсем пурте ун ҫинчен ытарӑш каламӗҫ-и, ҫапла тӑрӑхласа кулмӗҫ-и: «хӑйӗнни маррипе виҫесӗр пуякана — нумайлӑха-ши ку? — тата саклат иле-иле хӑйне виҫесӗр чӑрмав кӳрекене хуйхӑ ҫитӗ» темӗҫ-и?
7
Сана асаплантарас ҫынсем кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленмӗҫ-и, вӑрӑ-хурах сана хирӗҫ тухмӗ-и, вӗсем сана ҫаратса хӑвармӗҫ-и?
8
Ху нумай халӑха хурах пуснӑшӑн, ҫын юнне юхтарнӑшӑн, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакансене ҫука хӑварнӑшӑн ытти халӑхсем хӑвна та ҫаратса тухӗҫ.
9
Ҫӳлте йӑва ҫавӑрас, ҫапла инкек алли ҫапса антарасран шанчӑклӑ тӑрас тесе хӑйӗн килӗ валли улталаса пурлӑх тӑвасшӑн ҫунакансене хуйхӑ ҫитӗ!
10
Нумай халӑха пӗтерсе, эсӗ хӑвӑн йӑхна чыссӑра кӑларакан шухӑш тытнӑ, хӑвӑн чунна ҫылӑха кӗртнӗ.
11
Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ:
12
«юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.
13
Халӑхсен ӗҫӗ вут-ҫулӑмпа пӗтни, йӑхсем хӑйсене кӑлӑхах асаплантарни Саваоф Ҫӳлхуҫаран килмест-и вӑл?
14
Тинӗсе шыв тулли тунӑ пек, ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавне пӗлнипе тулса ҫитӗ.
15
Сана, ҫывӑх ҫыннун намӑсне курасшӑн ӑна хӑвӑн ҫиллӳпе хутӑштарнӑ эрех паракана, ӑна ҫапла ӳсӗртекене, хуйхӑ ҫитӗ!
16
Эсӗ мухтав вырӑнне намӑспа тӑрантӑн; ху та ӗҫ, намӑсна кӑтарт — Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм аллинчи курка тата хӑвӑн мухтаву намӑса юласси сан патна та ҫаврӑнса ҫитӗ.
17
Акӑ эсӗ Ливанра шуйхатса янӑ чӗрчунсене пӗтерсе, ҫын юнне юхтарса, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакан мӗнпур ҫынна ҫаратса усал ӗҫсем турӑн, ҫавӑ хӑвӑн ҫинех йӑтӑнса анӗ.
18
Алӑсти тунӑ кӗлеткерен, ҫав шӑратса ӑсталанӑ суя вӗрентекенрен, чӗлхесӗр кӗлеткесем тӑвакан ӑсти хӑйӗн ӗҫне шанчӑклӑ тесессӗн те, мӗн усси?
19
Йывӑҫа: «тӑр!» теекене, чӗмсӗр чула: «вӑран!» теекене хуйхӑ ҫитӗ! Мӗне те пулин вӗрентӗ-и вӑл? Акӑ ӑна ылтӑнпа, кӗмӗлпе сӑрнӑ, анчах вӑл сывламасть.
20
Ҫӳлхуҫа вара — Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче: Ун умӗнче пӗтӗм ҫӗр шӑп тӑтӑр!
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3