bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Habakkuk 3
Habakkuk 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Аввакум пророкӑн юрламалли кӗлли.
2
Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ каланине илтрӗм те — хӑраса ӳкрӗм. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Хӑвӑн ӗҫне хальхи вӑхӑтра пултарсам, хальхи вӑхӑтра кӑтартсам ӑна; ҫиллӳ килнӗ чухне хӗрхенӳ ҫинчен аса илсем.
3
Турӑ — Феман енчен, Святой — Фаран тӑвӗ енчен килет. Тӳпене Унӑн аслӑлӑхӗ хупӑрларӗ, ҫӗр Унӑн мухтавлӑхӗпе тулчӗ.
4
Унӑн мухтавлӑхӗ хӗвел ҫути пек ҫиҫет; Унӑн аллинчен ҫутӑ пайӑркисем сарӑлаҫҫӗ; ҫакӑнта Унӑн хӑвачӗн вӑрттӑн вырӑнӗ!
5
Ун умӗнче хӗн-суран, Ун хыҫӗнче вӗри ҫил пырать.
6
Вӑл тӑчӗ те — ҫӗре кисрентерчӗ; пӑхрӗ те — халӑхсене сехӗрлентерсе пӑрахрӗ; ӗмӗрхи тусем арканчӗҫ, чи авалхи сӑртсем ишӗлсе анчӗҫ; Унӑн ҫулӗсем — ӗмӗрхи ҫулсем.
7
Эфиопи чатӑрӗсем салхуллӑ ларнине куртӑм эпӗ; Мадиан ҫӗрӗнчи хӳшӗсем чӗтренчӗҫ.
8
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн ҫиллӳ юханшывсем ҫине ӳкрӗ-им? тарӑхӑву юханшывсем ҫине, хаярлӑху тинӗс ҫине ӳкрӗ-им, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн утусем ҫине, Хӑвӑн хӑтаракан ҫар ураписем ҫине лартӑн-им?
9
Эсӗ ӑрусене тупа туса сӑмах панӑран Хӑвӑн ҫӗмренне туртса кӑлартӑн. Эсӗ ҫӗре ҫырмасемпе касса-ҫурса пӗтертӗн.
10
Сана курсассӑн, тусем чӗтресе ӳкрӗҫ, шывсем ыткӑнчӗҫ; тӗпсӗр авӑр сас пачӗ, аллине ҫӳле ҫӗклерӗ.
11
Санӑн вӗҫекен ҫӗмренӳсен ҫути умӗнче, Санӑн ҫиҫекен сӑннусен ялтравӗ умӗнче хӗвелпе уйӑх хӑйсен вырӑнӗнчех чарӑнса тӑчӗҫ.
12
Эсӗ ҫӗр тӑрӑх ҫилӗллӗ ҫӳретӗн те халӑхсене тарӑхса таптатӑн.
13
Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ҫӑлма, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗскерне ҫӑлма тухатӑн. Эсӗ йӗркесӗр йӑх пуҫлӑхне пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫитиччен ҫарамаслантарса аркатса тӑкатӑн.
14
Вӗсем чухӑна вӑрттӑн ҫӑтса яма шухӑшланӑ евӗр хавасланса, мана ҫӗмӗрсе тӑкма ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухсан, Эсӗ ҫав йӑх ҫулпуҫӗсен пуҫлӑхне Хӑвӑн сӑннусемпе чиксе пӑрахатӑн.
15
Эсӗ Хӑвӑн утусемпе тинӗс урлӑ, аслӑ шывсен авӑрӗсем урлӑ ҫул хыврӑн.
16
Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
17
Смоква йывӑҫӗ ҫеҫке ҫурмасан та, иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫ памасан та, ҫу йывӑҫӗ ӑнмасан та, тырӑ пусси ҫиме памарӗ пулсан та, картара — сурӑх, пӳлмекре мӑйракаллӑ выльӑх юлмасан та —
18
ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп.
19
Ҫӳлхуҫа Турӑ — манӑн хӑватӑм: Вӑл манӑн урана пӑлан ури пек тӑвӗ, Вӑл мана хамӑн ҫӳллӗ тӑвӑмсем ҫине илсе кайӗ! [Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне.]
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3