bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Lamentations 1
Lamentations 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
1
Ах, мӗнле тӑр-пӗччен ларать йышлӑ халӑх пурӑннӑ хула! Вӑл тӑлӑх арӑм пек тӑрса юлчӗ; халӑхсем хушшинче асли пулнӑскер, ҫӗрсенӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер, халь хырҫӑ тӳлесе тӑрать.
2
Каҫсерен вӑл татӑлса йӗрет, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать. Хӑйне юратнӑ ҫынсем хушшинче ӑна лӑплантараканӗ ҫук; тусӗсем ӑна пурте пӑрахрӗҫ, унӑн тӑшманӗсем пулса тӑчӗҫ.
3
Хӗн-асап ҫитнӗрен, йывӑр чуралӑха кӗрсе ӳкнӗрен Иуда куҫса кайрӗ, суя тӗнлисем хушшине вырӑнаҫрӗ — канӑҫ тупаймарӗ; хӑвалаканнисем ӑна хӗсӗк ҫӗрте хӑваласа ҫитрӗҫ.
4
Сион ҫулӗсем уява килекен ҫуккипе хуйхӑраҫҫӗ; унӑн пур хапхи те пушанса юлчӗ; священникӗсем унӑн ассӑн сывлаҫҫӗ, хӗрӗсем унӑн салхуллӑ, ӑна хӑйне те йывӑр.
5
Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
6
Сион хӗрӗн чаплӑ илемӗ пӗтӗмпех сӳнчӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем — улӑх тупайман пӑлансем пек; вӗсем, халтан кайнӑскерсем, хӑвалакан умӗнче пыраҫҫӗ.
7
Инкеклӗ те асаплӑ кунӗсенче Иерусалим хӑйӗн ӗлӗкхи чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, халӗ унӑн халӑхне тӑшман алли ҫапса ӳкерчӗ те — ӑна никам та пулӑшмасть; ӑна усал суннисем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те унӑн шӑматкунӗсенчен кулаҫҫӗ.
8
Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.
9
Унӑн арки ҫинче тасамарлӑхӗ пулнӑ, ҫапах вӑл пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшламан, ҫавӑнпа ӗнтӗ калама ҫук мӗскӗнленнӗ, анчах ӑна лӑплантараканӗ ҫук. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман хурлӑхӑма курсамччӗ, тӑшман ытла та чапа тухса кайрӗ!»
10
Тӑшман унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫине алӑ тӑсрӗ; вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Таса Ҫуртне суя тӗнлисем кӗнине курать, Эсӗ вара унта, Хӑвӑн пухӑвна, вӗсене кӗртме хушманччӗ.
11
Унӑн пӗтӗм халӑхӗ ҫӑкӑр шыраса хӑшкӑлать, ҫимеллишӗн, чунӗ йӑл илмелӗх, хаклӑ япалисене парать. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, курсамччӗ: мӗн тери мӗскӗне эпӗ юлтӑм!»
12
Эй иртен-ҫӳренсем, сирӗн тӗле ҫакӑн евӗрли ан ҫиттӗр! пӑхӑр-ха, курӑр-ха: манӑнни пек чир, Хӑйӗн вут-ҫулӑмлӑ ҫилли килнӗ кун Ҫӳлхуҫамӑр янипе мана ҫитсе ҫапнӑ чир евӗрли, урӑх пур-и тата?
13
Вӑл ҫӳлтен манӑн шӑммӑм-шаккӑма вут ячӗ те халӗ ӑна ҫунтарса тӑрать; серепе карса урана тӑллантарчӗ, ҫавӑрса ӳкерчӗ мана, мана кӗлмӗҫе тӑратса хӑварчӗ, кашни кун асапланмалла турӗ.
14
Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсен сӳсменне Унӑн алли тыткӑчларӗ; вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхнӑ та манӑн мӑя тӑхӑнтартнӑ; Вӑл манӑн вӑйӑма хавшатрӗ. Ҫӳлхуҫа мана ҫӑлӑнма ҫук алла ӳкерчӗ.
15
Ман хушшӑмри пӗтӗм вӑйлӑ ҫыннӑма Ҫӳлхуҫа кӗҫӗне хӑварчӗ, манӑн яш ачамсене пӗтермешкӗн мана хирӗҫле пуху пухрӗ; Ҫӳлхуҫа Иуда хӗрне иҫӗм ҫырлине таптанӑ пек таптарӗ.
16
Ҫакӑншӑн йӗретӗп те эпӗ; куҫӑмран, манӑн куҫӑмран, шыв юхнӑ пек, куҫҫулӗ юхать, чунӑма хал кӳрсе лӑплантараканӑм манран аякра; манӑн ачамсене тустарса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫиеле тухрӗ.
17
Сион ӗнтӗ аллине тӑсать, анчах ӑна лӑплантараканӗ ҫук. Ҫӳлхуҫа тӑшмансене Иакова хупӑрласа илме хушнӑ; ӗнтӗ Иерусалим вӗсемшӗн ирсӗр хула пулса тӑчӗ.
18
Ҫӳлхуҫамӑр тӳрӗ, эпӗ вара Унӑн сӑмахне пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ. Эй халӑхсем, пур халӑх, итлӗр-ха мана, манӑн чирӗме курсамӑр: манӑн хӗрӗмсемпе ҫитӗннӗ ывӑлӑмсене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
19
Хамӑн тусӑмсене йыхӑратӑп, анчах вӗсем мана улталарӗҫ; священникӑмсемпе манӑн ватӑ ҫыннӑмсем, чунне йӑл илтермелӗх те пулин апат шыраса, хулара вилсе выртаҫҫӗ.
20
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, Сана ҫине тӑрсах итлеменшӗн чунӑм тӑвӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗрем вырӑнтан тапранчӗ; тул енчен мана хӗҫ ача-пӑчасӑр тӑратса хӑварчӗ, килӗмре вара — вилӗм ҫитнӗ пекех.
21
Эпӗ ахлатса йынӑшнине илтрӗҫ, анчах лӑплантараканӑм ҫук; тӑшманӑмсем пурте ман инкекӗм ҫинчен илтрӗҫ те Эсӗ ҫапла тунӑшӑн савӑнчӗҫ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Ху малтанах каласа хунӑ куна ҫитме хушсамччӗ, вӗсем те ман евӗрлех пулса тӑринччӗҫ!
22
Санӑн умна вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ тухса тӑтӑр; Эсӗ вӗсене мана мӗнпур ҫылӑхӑмшӑн мӗн кӑтартнинех кӑтартсамччӗ: асапӑм питӗ йывӑр, чӗрем те халсӑрланса пырать.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5