bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Lamentations 2
Lamentations 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
1
Хӑйӗн ҫиллипе Ҫӳлхуҫа Сион хӗрне мӗн тери тӗксӗмлетрӗ! Израиль илемне тӳперен ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ури айне пулнӑскере Хӑй ҫиллийӗн кунӗнче асне те илмерӗ.
2
Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ:
3
тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ;
4
тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
5
Ҫӳлхуҫа тӑшман пек пулчӗ те Израиле пӗтерсе тӑкрӗ, унӑн пӗтӗм керменне ҫаратса тухрӗ, унӑн тӗреклетнӗ ҫурчӗсене аркатрӗ, Иуда хӗрӗн куҫҫулӗпе асапӗ талккӑшӗпех сарӑлчӗ.
6
Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
7
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн парне вырӑнне тиркерӗ, Хӑйӗн Таса Ҫуртӗнчен чунне пистерчӗ, тӗреклетнӗ ҫурчӗсене тӑшман аллине пачӗ; тӑшман вара Турӑ Ҫуртӗнче уяв кунӗ чухнехи пекех шавларӗ.
8
Ҫӳлхуҫа Сион хӗрӗн хӳмине ишме палӑртса хучӗ, вӗрен карӑнтарчӗ, тӑшман тустарасран Хӑйӗн аллине чарса тӑмарӗ; тулашӗнчи тӗрексене пӗтерсе тӑкрӗ, хӳмесем те пӗрлех ишӗлсе анчӗҫ.
9
Унӑн хапхисене ҫӗре таптаса кӗртрӗҫ; Вӑл вӗсенӗн сӑлӑпӗсене те ҫӗмӗрсе салатса тӑкрӗ; вӗсен патшипе улпучӗсем — суя тӗнлисем хушшинче; саккун пӗтсе ларчӗ те, вӗсен пророкӗсене Ҫӳлхуҫа курӑнми пулчӗ.
10
Сион хӗрӗн ватӑ ҫыннисем ҫӗр ҫинче пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, хуйхӑ тумтирӗ уртса янӑ; Иерусалим хӗрӗсем пуҫне ҫӗрелле уснӑ.
11
Пӗчӗк ачисемпе кӑкӑр ачисем хула урамӗсенче выҫӑпа виле-виле выртнӑран ман халӑхӑмӑн хӗрӗ патне вилӗм ҫитрӗ; ҫакна курса, куҫӑм куҫҫуль юхтарса вӑйсӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗремӗм ҫурӑлса тухать.
12
Ҫав ачасем, аманнӑ ҫын пек, хула урамӗсенче вилнӗ чухне амӑшӗн чӗрҫийӗ ҫинче чун-чӗререн татӑлса ӗсӗклеҫҫӗ, амӑшне: «ӑҫта ҫӑкӑр? ӑҫта сӗт?» тееҫҫӗ.
13
Иерусалим хӗрӗ, мӗн калам-ши сана, мӗнпе танлаштарам-ши сана? Хӗрӗм, Сион хӗрӗ, сана йӑпатмашкӑн мӗнпе тана хурам-ши сана? Сурану тинӗс пекех анлӑ, кам сыватайӗ-ши сана?
14
Пророкусем сана пушӑ та суя сӑмахпа улталанӑ, сана тыткӑнран ҫӑлса хӑварас темен, йӗркесӗр ӗҫӳсене уҫса паман сана, суя хыпар каласа тӑнӑ, ҫакӑ сана кунтан кӑларса ярасси патнех илсе ҫитернӗ.
15
Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.
16
Мӗнпур тӑшману, сан ҫине пӑхса, ҫӑварне карса пӑрахнӑ, шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ те шӑлне шатӑртаттарса ҫапла калаҫҫӗ: «ҫӑтса ятӑмӑр ӑна, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе тӑраттӑмӑр, кӗтсе илтӗмӗр, куртӑмӑр!» тееҫҫӗ.
17
Ҫӳлхуҫа мӗн палӑртса хунине турӗ, Хӑй авал мӗн каланине вырӑна килтерчӗ, сана пӗр хӗрхенмесӗр ҫаратса хӑварчӗ, тӑшманна савӑнтарчӗ, сана усал сунакансен мӑйракине ҫӗклерӗ.
18
Вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫана тархасласа йӗрет: эй Сион хӗрӗн хӳми! шыв юхнӑ пек чарӑнмасӑр, кунӗн-ҫӗрӗн куҫҫулӗ юхтар, хӑвна канӑҫ ан пар, куҫ хупмасӑр сӑнаса тӑр.
19
Тӑр, ҫӗрӗпе тархасла, хурал сехечӗ ҫитмессерен йӑлӑн; Ҫӳлхуҫамӑр сӑнӗ умӗнче пӗтӗм чунна шыв тӑкнӑ пек уҫса пар; кашни урам кӗтесӗнче выҫӑпа вилекен ачусен чунӗсемшӗн аллуна Ун еннелле тӑс.
20
«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, курсам, куҫна уҫса пӑхсам, кама та пулин ҫапла тунӑ-и Эсӗ: хӗрарӑм хӑй ҫуратнӑ, хӑй ӗмӗртекен ачине ҫини пулнӑ-и? Ҫӳлхуҫанӑн Таса Ҫуртӗнче священникпа пророка вӗлерни пулнӑ-и?
21
Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн.
22
Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5