bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Lamentations 5
Lamentations 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
1
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эпир мӗн курнине аса илсемччӗ; хӗрхенсе пӑхсамччӗ, эпир мӑшкӑл тӳснине курсамччӗ.
2
Пирӗн пурлӑхӑмӑр ют ҫынсен аллине куҫрӗ, пирӗн ҫуртӑмӑрсем ют ӑрусенӗн аллине куҫрӗҫ;
3
эпир тӑлӑха, аттесӗр, тӑрса юлтӑмӑр; пирӗн аннемӗрсем — тӑлӑх арӑм пекех.
4
Хамӑр шывӑмӑра кӗмӗлле ӗҫетпӗр, хамӑр вутӑ-шанкӑмӑр пире укҫалла тивет.
5
Пире ӗнсе чикки парса хӑвалаҫҫӗ, эпир ӗҫлетпӗр, анчах канӑҫ курмастпӑр.
6
Тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиесчӗ тесе, аллӑмӑра Египетпа Ассири ҫыннисем енне тӑсатпӑр.
7
Пирӗн аттемӗрсем ҫылӑха кӗнӗ; вӗсем ҫук ӗнтӗ, эпир вара вӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асап тӳсетпӗр.
8
Пирӗнпе чурасем хуҫаланаҫҫӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтаракан никам та ҫук.
9
Пушхирте хӗҫ айне пулса вилес хӑрушлӑхра хамӑр валли ҫӑкӑр тупса пурӑнатпӑр.
10
Выҫӑпа касӑхса пурӑннӑран пирӗн ӳт-тирӗмӗр кӑмака маччи пек хуралса ларчӗ.
11
Арӑмсене Сионра, хӗрсене Иуда хулисенче мӑшкӑллаҫҫӗ.
12
Ҫулпуҫсене вӗсем ҫака-ҫака вӗлернӗ, ватӑ ҫынсене хисепрен кӑларнӑ.
13
Каччӑсене арман чулӗ ҫавӑрттараҫҫӗ, ачасем вутӑ ҫӗклемӗ йывӑррипе ун айне пулаҫҫӗ.
14
Ӗнтӗ ватӑсем хапха умӗнче лармаҫҫӗ; каччӑсем юрламаҫҫӗ.
15
Чӗремӗрсен савӑнӑҫӗ пӗтрӗ; вӑйӑ карти вырӑнне хурлану тӑрса юлчӗ.
16
Пирӗн пуҫӑмӑр ҫинчен пуҫкӑшӑль ӳкрӗ; пире ҫылӑха кӗнӗшӗн хуйхӑ ҫитрӗ!
17
Ҫакӑншӑн ыратать те сурать пирӗн чӗремӗр; ҫакӑншӑн куҫӑмӑр тӗссӗрленчӗ.
18
Сион тӑвӗ пушанса юлнӑран унта тилӗсем анчах ҫӳреҫҫӗ.
19
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пур; Санӑн аслӑ вырӑну сыпӑкран сыпӑка пырать.
20
Мӗншӗн пире пӗтӗмпех манса каятӑн-ши, пире нумайлӑха пӑрахса хӑваратӑн-ши?
21
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пире Ху енне ҫавӑр та, эпир Сан хыҫҫӑн кайӑпӑр; авалхи пек, пирӗн кунсене ҫӗнетсем.
22
Эсӗ пире йӑлтах пӑрахрӑн-шим, пире виҫесӗр хытӑ ҫиллентӗн-шим?
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
All chapters:
1
2
3
4
5