bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nahum 1
Nahum 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
1
Ниневи хулине малашне мӗн пуласси ҫинчен калани; Елкос ҫыннине Наума мӗн курӑннисен кӗнеки.
2
Ҫӳлхуҫа вӑл — хытӑ юратакан, хирӗҫ тавӑракан Турӑ; тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли те хӑрушӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑрать, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене каҫармасть.
3
Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе аслӑ, Вӑл хаса памасӑр хӑвармасть; Ҫӳлхуҫа пынӑ чухне ҫавраҫил тухать, ҫил-тӑвӑл тапранать, пӗлӗт — Унӑн ури тустарнӑ тусан.
4
Вӑл тинӗсе хушать те — тинӗс типет, ҫырмасем те пурте типсе-ҫунса выртаҫҫӗ; Васанпа Кармил ҫаралса ҫулҫӑ тӑкать, Ливан тӗсрен шупкалса юлать.
5
Унӑн умӗнче тусем чӗтренеҫҫӗ, сӑртсем ирӗлеҫҫӗ, Унӑн сӑнӗ умӗнче ҫӗр кисренет, тӗнче, тӗнчере пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑраҫҫӗ.
6
Унӑн хаярлӑхӗ умӗнче кам тӳссе тӑрайӗ? Унӑн ҫиллин ҫулӑмне кам чӑтайӗ? Унӑн ҫилли вут пек сарӑлать; Унӑн умӗнче чул тусем арканса ишӗлеҫҫӗ.
7
Ҫӳлхуҫа — ырӑ, Вӑл — хуйхӑ кунӗнче тарса хӑтӑлмалли вырӑн, Вӑл Хӑйне шанакансене пӗлсе тӑрать.
8
Анчах та Ниневи хулине Вӑл пурне те путаракан шывпа тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерӗ, Унӑн тӑшманӗсене сӗмлӗх хупласа илӗ.
9
Ҫӳлхуҫана хирӗҫ мӗн шухӑш шухӑшлатӑр эсир? Вӑл пӗтӗмпе пӗтерсе тухӗ те, инкек тепре килмӗ вара:
10
вӗсем, пӗр-пӗринпе йӗплӗ кӳкен пек явӑнса чӑлханнӑскерсем, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗскерсем, типӗ улӑм пек хыпса илсе, пӗтӗмпех ҫунса кайӗҫ.
11
Ҫӳлхуҫана хирӗҫ усал шухӑшлакан, усал канаш тӑвакан санӑн патӑнтан тухнӑ.
12
Ҫӳлхуҫа акӑ ҫапла калать: вӗсем хӑратмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем питӗ йышлӑ пулсан та, вӗсене касса тухӗҫ те, вӗсем ҫухалӗҫ; сана вара Эпӗ, йывӑрлӑх кӑтартнӑ пулин те, урӑх йывӑрлӑх кӑтартмӑп.
13
Халӗ Эпӗ унӑн сана тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, санӑн тӑллусене татса ывӑтӑп.
14
Ассур, сан тӗлӗшрен вара Ҫӳлхуҫа ҫапла татса панӑ: текех сан ятлӑ йӑх пулмӗ; санӑн турру ҫуртӗнчи йӗрӗхсемпе кӗлеткесене пӗтерсе тӑкӑп; унта сан валли виле шӑтӑкӗ хатӗрлӗп, мӗншӗн тесессӗн санран йӗрӗнӗҫ.
15
Акӑ тусем ҫине ырӑ хыпар пӗлтерекен, тӑнӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекен ура ярса пусать! Эй Иудея, уявусене уявла, ху асӑнса хунине пурӑнӑҫла: ӗнтӗ усал ҫын текех сан урлӑ иртсе ҫӳреймӗ — ӑна тӗппипех пӗтернӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3