bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nahum 3
Nahum 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
1
Юн тӑкакан хулана хуйхӑ ҫитрӗ! унта ултав тулнӑ, унта вӗҫсӗр ҫын вӗлереҫҫӗ; унта чарӑна пӗлмесӗр хурах пусать.
2
Пушӑ шартлатни, кусакан кустӑрмасем тӑнкӑртатни илтӗнет, утсем кӗҫенни, ыткӑнса пыракан ҫар ураписем кӗмсӗртетни илтӗнсе тӑрать.
3
Утлӑ ҫар вӑйкӑнса пырать, хӗҫ ҫиҫсе вылять, сӑнӑсем ялтӑртатаҫҫӗ; вӗлерни темӗн чухлӗ, купи-купипе виле: вилесен йышӗ те ҫук, ҫынсем вӗсене пыра-пыра такӑнаҫҫӗ.
4
Ҫакӑ вӑл хитре сӑн-питлӗ, асамлама ӑста асӑх арӑм нумай аскӑн ӗҫ тунӑ пирки килсе тухрӗ, вӑл хӑйӗн аскӑн ӗҫӗсемпе халӑхсене, асам тунипе ӑрусене сутать.
5
Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. Питне тумтирӳн аркипе хуплӑп та халӑхсене санӑн ҫарамасна, патшалӑхсене санӑн намӑсна кӑтартӑп.
6
Сана ирсӗрлӗх айне тӑвӑп, хӑвӑнтан йӗрӗнсе тӑмалла тӑвӑп, сана мӑшкӑла хӑварӑп.
7
Вара ҫапла пулӗ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: «Ниневи ҫука юлчӗ! Кам хӗрхенӗ ӑна? сана лӑплантаракана ӑҫтан тупайӑп?» тейӗ.
8
Эсӗ юханшывсем хушшинче ларакан, йӗри-тавра шыв ҫавӑрса илнӗ Но-Аммон хулинчен лайӑхрах-и вара? Унӑн хӳтлӗхӗ тинӗс пулнӑ, тинӗс уншӑн хӳме вырӑнне пулнӑ.
9
Ӑна Эфиопипе Египет та тӗреклетнӗ, ӑна хӳтӗлекен халӑхсем те шутсӑр нумай пулнӑ; сана коптсемпе Ливи ҫыннисем те пулӑшса тӑнӑ.
10
Анчах ҫав хулана та куҫарса кайнӑ, вӑл тыткӑна лекнӗ; унӑн пӗчӗк ачисене те пӗтӗм урам тӑваткӑлӗнче ҫапа-ҫапа вӗлерсе хӑварнӑ; унӑн чаплӑ ҫыннисем пирки вара шӑпа сиктернӗ, аслӑ улпучӗсене пурне те тимӗрпе сӑнчӑрланӑ.
11
Эсӗ те ҫапла пулӑн — ӳсӗрӗлсе кайӑн та пытанӑн; эсӗ те тӑшманран хӑтӑлма хӳтлӗх шырӑн.
12
Санӑн тӗреклӗлетнӗ пӗтӗм вырӑну пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫлӗ смоква йывӑҫӗ евӗрлӗ: силлетӗн те ӑна — ҫимӗҫӗсем ҫиес теекен ҫыннӑн ҫӑварнех ӳкеҫҫӗ.
13
Халӑху та санӑн хӑвӑн хӗрарӑмусем пекех: тӑшманусем умӗнче сан ҫӗрӳн хапхисем яриех уҫӑлса кайӗҫ, сӑлӑпусене вут ҫунтарса ярӗ.
14
Хупӑрласа илнӗ вӑхӑта тӳсмелӗх шыв тултарса хур; хӳмӳсене тӗреклет; тухса пылчӑк аш, тӑм ҫӑр, кирпӗч хӗртмешкӗн кӑмакуна юса.
15
Эсӗ лӗпӗш хурчӗ пек ӗрчесе кайсан та, хӗрлӗ шӑрчӑк пек ӗрчесе кайсан та, унта сана вут хыпса ҫӑтӗ, хӗҫ тураса тӑкӗ, сана лӗпӗш хурчӗ ҫинӗ пек ҫисе ярӗҫ.
16
Санӑн сутуҫусем тӳпери ҫӑлтӑртан та ытларах; анчах ҫакӑ хӗрлӗ шӑрчӑк саланӗ те вӗҫсе кайӗ.
17
Санӑн пуҫлӑхусем — хӗрлӗ шӑрчӑк пек, санӑн ҫарпуҫӗсем — сивӗ вӑхӑтра хушӑка пытаннӑ ӳпре-вис кӗтӗвӗ пек: хӗвел тухсанах вӗҫсе саланаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлеймӗн те вара.
18
Эй Ассири патши, сан кӗтӳҫӳсем ҫывӑраҫҫӗ, аслӑ улпутусем канаҫҫӗ; халӑху тусем тӑрӑх саланса пӗтнӗ, ӑна пухма никам та ҫук.
19
Санӑн суранна эмеллеме май ҫук, хӗн-сурану асаплантарать сана. Сан ҫинчен хыпар илтнисем пурте сан инкекӳшӗн алӑ ҫупса савӑнӗҫ, мӗншӗн тесен санӑн ӗмӗрхи усаллӑху кама кӑна ҫитмен пулӗ?
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
All chapters:
1
2
3