bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Nahum 2
Nahum 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
1
Сана хирӗҫ аркатакан ҫӗкленет: тӗрекӳсене хуралла, ҫулна-йӗрне сыхла, ҫанна-ҫурӑмна тӗреклентер, вӑйна-хӑватна пух.
2
Ҫӳлхуҫа Иаков чапне, Израиль чапне ҫӗкленӗ пек, ҫӗнӗрен ҫӗклӗ, мӗншӗн тесен вӗсене хурахсем ҫаратрӗҫ, вӗсен иҫӗм йывӑҫӗсене пӗтерсе тӑкрӗҫ.
3
Унӑн паттӑрӗсен хулканӗ хӗрлӗ; унӑн ҫар ҫыннийӗсем те йӑм хӗрлӗ тумпа; ҫапӑҫӑва тухас кун ҫар ураписем вут-кӑвар пек ялтӑраҫҫӗ, сӑннисем хумханакан вӑрман пек курӑнаҫҫӗ.
4
Урамсем тӑрӑх ҫар ураписем ыткӑнаҫҫӗ, хулари уҫӑ лаптӑксенче кӗмсӗртетеҫҫӗ, вӗсем вут ҫути пек ялтӑртатаҫҫӗ, ҫиҫӗм пек ялкӑшаҫҫӗ.
5
Вӑл хӑйӗн паттӑрӗсене йыхӑрать, анчах лешӗсем утнӑ ҫӗртех такӑнаҫҫӗ; хула хӳми ҫине васкаҫҫӗ, анчах ӑна пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ.
6
Ҫырма хапхи уҫӑлать те, кермен ишӗлсе анать.
7
Ҫапла сӑмах татнӑ: ӑна ҫарамаслантарӗҫ те тыткӑна илсе кайӗҫ, унӑн хӑрхӑмӗсем кӑкӑрне ҫапа-ҫапа кӑвакарчӑн евӗр йынӑшӗҫ.
8
Хӑйне лартнӑранпах Ниневи тулли шывлӑ пӗве пек пулнӑ, вӗсем вара тараҫҫӗ. «Чарӑнӑр, чарӑнӑр!» Анчах пӗри те ҫаврӑнса пӑхмасть.
9
Кӗмӗле ҫаратӑр, ылтӑна ҫаратӑр! кил-ҫуртра тыткаламалли хаклӑ йышши тӗрлӗ япала иксӗле те пӗлмест.
10
Ҫаратнӑ, пушатнӑ, йӑлт тустарнӑ ӑна; чӗре вӑйӗ пӗтет, чӗркуҫҫи чӗтрет; пурте пилӗксӗр пулнӑ, пурте сӑнран ӳкнӗ.
11
Ӑҫта халь арӑслан шӑтӑкӗ, арӑсланпа арӑслан ами тата вӗсен ҫури никам хӑратнине пӗлмесӗр ҫӳренӗ кӗтӳлӗх ӑҫта?
12
хӑйӗн ҫурисене тӑрантарма ҫаратакан, хӑйӗн амисем валли пӑва-пӑва пӑрахакан, хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлӗсене, хӑйӗн шӑтӑкӗсене ҫаратса тунӑ тупӑшӗпе тултаракан арӑслан ӑҫта?
13
Акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3