bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Philippians 1
Philippians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Иисус Христос чурисем Павелпа Тимофей — Христос Иисус урлӑ тасалнӑ Филиппӑри ҫынсене пурне те, вӗсемпе пӗрле епископӗсене те, дьяконӗсене те:
2
хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
3
Сире асӑнмассерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп,
4
кӗлтунӑ чухне ялан сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнса кӗлтӑватӑп:
5
эсир пире чи малтанхи кунран пуҫласа халичченех Ырӑ Хыпар сарма пулӑшса тӑратӑр;
6
ҫав ырӑ ӗҫе сирӗнте Пуҫласа Яраканӗ ӑна Иисус Христос кунӗ тӗлне туса ҫитерӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ.
7
Эпӗ сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп, эсир яланах манӑн чӗремре: тӗрмере-и эпӗ е Ырӑ Хыпара хӳтӗлетӗп-и, унӑн чӑнлӑхне кӑтартса паратӑп-и — эпӗ сире пурсӑра та хампа пӗрле тивлет илнисем тесе асра тытса тӑратӑп.
8
Турӑ курать: эпӗ сире пурсӑра та Иисус Христос юратнӑ пек юрататӑп;
9
сирӗншӗн Турра кӗлтӑватӑп: эсир пӗлнӗҫемӗн пӗлекен, пурне те тарӑннӑн куракан пулса пынӑ май сирӗн юратӑвӑр ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ.
10
Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнса, Христос кунӗ таса ҫын, улталанман ҫын пулӑсӑрччӗ;
11
Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ сӑваплӑ ӗҫ нумай тумалла пулӑсӑрччӗ тетӗп.
12
Эй тӑвансем, эпӗ сире ҫакна пӗлтересшӗн: эпӗ хӗн курни Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарӑлма пулӑшать;
13
эпӗ Христосшӑн тӗрмере ларнине кермен хуралҫисем те, ыттисем те пурте пӗлеҫҫӗ.
14
Ҫӳлхуҫана ӗненекен тӑванӑмӑрсем те нумайӑшӗ, эпӗ тӗрмере ларнипе хавхаланса, Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр вӗренте пуҫларӗҫ.
15
Чӑн, Христос ҫинчен вӗрентессе хӑшӗсем кӗвӗҫсе те тупӑшса вӗрентеҫҫӗ; тепӗрисем вара ырӑ кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ,
16
кусем ӗнтӗ Турӑ мана Ырӑ Хыпара хӳтӗлеме тӑратнине пӗлсе, юратса вӗрентеҫҫӗ.
17
Тепӗрисем вара манӑн тӗрмери пурӑнӑҫа йывӑрлатас шухӑшпа, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, Христос ҫинчен таса мар кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ.
18
Мӗнех вара? Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн — кӑмӑлтан вӗрентсен те, кӑмӑлтан вӗрентмесен те — эпӗ савӑнса тӑратӑп, малашне те савӑнӑп:
19
эсир кӗлтунипе, Иисус Христосӑн Сывлӑшӗ пулӑшса тӑнипе ҫакӑ мана хӑтарасса эпӗ пӗлсе тӑратӑп,
20
эпӗ ҫакна питӗ кӗтетӗп. || Намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, эпӗ халӗ те унчченхи пекех хӑюллӑн та уҫҫӑн вӗрентӗп, ман урлӑ — пурӑнӑҫӑмпа-и, вилӗмӗмпе-и — Христос асла тухӗ.
21
Маншӑн пурӑнӑҫ вӑл — Христос, апла вилӗм те маншӑн — ырӑлӑх.
22
Манӑн ҫапла ӑнӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн тата пурӑнмалла пулсассӑн, мӗн суйласа илмеллине те пӗлместӗп.
23
Мана пӗри те, тепӗри те туртать: эпӗ пурӑнӑҫран уйӑрӑлса Христоспа пӗрле пуласшӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ — темӗнрен те паха;
24
анчах эпӗ пурӑнни сирӗншӗн усӑллӑ.
25
Эпӗ ҫакӑн пирки иккӗленместӗп те, пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗнпе пӗрле юлӑп, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑп, сире эпӗ ҫирӗп ӗненмешкӗн, ҫапла ӗненсе савӑнӑҫ тупмашкӑн пулӑшӑп,
26
эпӗ сирӗн пата тепӗр хут пырсан, мана пула сирӗн Христос Иисуспа тата ытларах мухтанмалла пултӑр.
27
Анчах Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр; сире хам пырса курас пулсассӑн та, пыраймасассӑн та, манӑн сирӗн ҫинчен: «вӗсем ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ, пӗр шухӑшпа, пурте пӗрле Евангели тӗнӗшӗн кӗрешеҫҫӗ,
28
хирӗҫ тӑракансенчен пачах та хӑрамаҫҫӗ» тенине илтмелле пултӑр; эпир ҫапла хӑюллӑ пулни вӗсем пӗтессине, эсир ҫӑлӑнассине пӗлтерет: ҫакӑ вӑл Турӑран килет.
29
Христосшӑн сире Ӑна ӗненме кӑна мар, Уншӑн асапланма та май панӑ;
30
эсир ӗнтӗ эпӗ унччен сирӗн патӑрта кӗрешнӗ пек кӗрешетӗр. Хӑвӑрах пӗлетӗр — эпӗ халӗ те ҫапла тӑватӑп.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4