bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Philippians 3
Philippians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Эй тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн савӑнӑр. Ҫакна ҫырасси маншӑн йывӑр ӗҫ мар, сирӗншӗн вӑл усӑллӑ пулӗ.
2
Йытта тухнӑ ҫынсенчен сыхланӑр, усал ӗҫ тӑвакансенчен сыхланӑр, ӳт кастарассинчен те сыхланӑр.
3
Чӑннипе ӳт кастарнисем — эпир вӑл: эпир Турӑшӑн чунпа тӑрӑшатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр, ӳте шанмастпӑр.
4
Шанас тесессӗн эпӗ ӳте те шанма пултарӑттӑм. Кам та пулин ӳте шанма шухӑшлать пулсассӑн, манӑн ун пек тумашкӑн йӳтӗмӗ те ытларах:
5
ӳтӗме саккӑрмӗш кун каснӑ, эпӗ — Израиль йӑхӗ, Вениамин тӑхӑмӗ, еврейрен ҫуралнӑ еврей, саккун тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ,
6
Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хаяррӑн хӗсӗрлекен ҫынччӗ, саккун хушнине тӑвас тӗлӗшпе вара — айӑпсӑр ҫынччӗ.
7
Ҫакна, хамӑншӑн калама ҫук паха шутланаканнине, Христоса пула эпӗ сиен кӳрекенни вырӑнне ҫеҫ хутӑм.
8
Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: || эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ,
9
манӑн Унпа пӗрлешесчӗ — саккун умӗнчи тӳрӗлӗхӗмпе мар, Христоса ӗненни урлӑ ҫитекен тӳрӗлӗхпе, ӗненнӗшӗн Турӑ паракан тӳрӗлӗхпе пӗрлешесчӗ;
10
Ӑна, Вӑл чӗрӗлсе тӑнийӗн хӑватне пӗлсе ҫитесчӗ, Унӑн асапне пая кӗрсе, Ун евӗрлӗ вилсе
11
вилнисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрасчӗ.
12
Ҫапла каласа эпӗ тӑвассине туса ҫитертӗм теместӗп, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитрӗм теместӗп; эпӗ пур тӗлӗшпе те ырра тухасчӗ тесе тӑрӑшатӑп: мана Христос Иисус ҫавӑн пек пулма чӗнсе илнӗ те.
13
Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп,
14
ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.
15
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн хушшӑмӑрти чи ырӑ ҫыннӑн та ман пек шухӑшлас пулать; эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсассӑн, Турӑ сире ҫакна та пӗлтерӗ.
16
Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар.
17
Эй тӑванӑмсем, эсир ман пек пулма тӑрӑшӑр, пирӗн пек пурӑнакансенчен курса пурӑнӑр.
18
Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп:
19
вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать.
20
Эпир — ҫӳлте пурӑнасскерсем, Ҫӑлакан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр та ҫавӑнтан килессе кӗтсе тӑратпӑр эпир.
21
Вӑл пурне те ҫӗнтерсе, Хӑйне пӑхӑнтаракан хӑвачӗпе пирӗн хурлӑхлӑ ӳтӗмӗре улӑшӑнтарса, Хӑйӗн мухтавлӑ ӳчӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4