bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Philippians 4
Philippians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Эй ытарайми юратнӑ тӑванӑмсем, эсир — манӑн савӑнӑҫ, эсир — манӑн пуҫкӑшӑль, Ҫӳлхуҫана ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр.
2
Еводийӑна тархаслатӑп, Синтихийӑна та тархаслатӑп: Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсем пек, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.
3
Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.
4
Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн яланах савӑнӑр, татах калатӑп: савӑнӑр.
5
Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр. Ҫӳлхуҫа ҫывӑхрах.
6
Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр,
7
вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ.
8
Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр.
9
Манран мӗне вӗрентӗр, мӗн йышӑнтӑр, мӗн илтрӗр, мӗн куртӑр — ҫавна туса тӑрӑр, вара канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ.
10
Эпӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрлешнӗскер, эсир маншӑн каллех тӑрӑшма пуҫланишӗн питӗ савӑнтӑм; эсир унччен те тӑрӑшаттӑр, анчах майсӑр вӑхӑтсем кансӗрлерӗҫ сире.
11
Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ;
12
эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ.
13
Хама тӗрек паракан Иисус Христос пулӑшнипе эпӗ пурне те тума пултаратӑп.
14
Ҫапах эсир мана йывӑрлӑхра пулӑшса аван турӑр.
15
Эй Филиппӑ ҫыннисем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерме пуҫланӑ чухне, Македони витӗр тухсассӑн, сирӗнсӗр пуҫне мана пӗр ӗненекен ушкӑн та ҫавӑн пек пулӑшмарӗ, вӗсемпе манӑн хушшӑмра парасси-илесси пулмарӗ;
16
манӑн ҫитменнине кура, эсир Фессалоникие те пӗр-икӗ хут та пулӑшу пара-пара ятӑр.
17
Ҫакна эпӗ хама пулӑшу партарасшӑн каламастӑп; ҫакӑн пек пулӑшу сире усӑ кӳтӗрччӗ тетӗп.
18
Эпӗ пурне те илтӗм, манӑн ӗнтӗ ытлашшипех пур; эсир Епафродитран парса янине илсессӗн манӑн кӑмӑлӑм тулчӗ; ку вӑл — ырӑ шӑршӑллӑ, питех те кӑмӑллӑ, Турра юрӑхлӑ парне.
19
Ӗнтӗ манӑн Туррӑм Хӑйӗн тулӑх пуянлӑхне кура Христос Иисус урлӑ сире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ.
20
Хамӑрӑн Атте Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.
21
Иисус Христос урлӑ тасалнисене пурне те салам калӑр. Манпа пӗрле пурӑнакан тӑванӑмӑрсем сире салам яраҫҫӗ.
22
Сире пур сӑваплӑ ҫынсем, пуринчен ытла кесарь ҫуртӗнчисем, салам яраҫҫӗ.
23
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та пултӑр. Аминь.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4