bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Timothy 1
2 Timothy 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Павел, — Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисус урлӑ пама пулнӑ пурӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер, —
2
савнӑ Тимофей ывӑлӑма: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
3
Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп,
4
санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм.
5
Эсӗ чунтан-вартан ӗненнине аса илетӗп, ӗлӗк санӑн асаннӳ Лоида тата санӑн аннӳ Евника ҫапла чунтан-вартан ӗненетчӗҫ; эсӗ те ҫаплах ӗненетӗн пулӗ тесе шанса тӑратӑп.
6
Ҫавӑнпа эпӗ сана ҫакна астутарасшӑн: хам алӑ хунипе Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар.
7
Турӑ пире хӑравҫӑлӑх сывлӑшне паман, вӑй-хӑват сывлӑшне, юрату тата ҫирӗп ӑстӑн сывлӑшне панӑ.
8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ан вӑтан: эпӗ, Унӑн ҫынни, тӗрмене ларнӑшӑн та ан вӑтан; ман пекех Турӑ вӑйне шанса, манпа пӗрле Ырӑ Хыпаршӑн асаплан.
9
Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ.
10
Халӗ ҫав тивлет Иисус Христос Ҫӑлаканӑмӑр килсен паллӑ пулчӗ: Вӑл вилӗме пӗтерчӗ, Ырӑ Хыпар урлӑ пурӑнӑҫпа вилӗмсӗрлӗх кӳчӗ;
11
мана ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтерекен апостол тунӑ, суя тӗнлисене вӗрентме хушнӑ.
12
Эпӗ ҫавӑнпа ҫапла асапланатӑп та. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесессӗн хам Кама ӗненнине пӗлетӗп; тата хама шанса панине Вӑл ҫав кун ҫитиччен шанчӑклӑ упрасса шансах тӑратӑп.
13
Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хурса, Христос Иисуса юрӑхлӑ ӗненсе, Ӑна юрӑхлӑ юратса ҫавӑн пек вӗрент.
14
Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра.
15
Асийӑрисем мана пурте пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн; Фигелпа Ермоген та ҫав йышрах.
16
Онисифор килне Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх патӑрах — вӑл мана темиҫе хут та лӑплантарчӗ; эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмарӗ.
17
Рима пырсан, вӑл мана темӗн тӗрлӗ тӑрӑшса шыраса тупрӗ.
18
Ҫӳлхуҫа Хӑй килес кун ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне патӑрччӗ; вӑл мана Эфесра мӗнле пулӑшса тӑнине эсӗ лайӑх пӗлетӗн.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4