bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Timothy 4
2 Timothy 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Ҫапла ӗнтӗ сана Турӑ умӗнче тата вилнисене те, чӗррисене те сут тума Патша пек килес Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хистесе калатӑп:
2
Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле.
3
Вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс вӗрентнине йышӑнми пулӗҫ, хӑйсенӗн еккипе, хӑйсем валли йӑпӑлти вӗрентекенсене суйласа илӗҫ,
4
чӑнлӑха тӑнламӗҫ, халапсен енне сулӑнӗҫ.
5
Эсӗ пур тӗлӗшпе те сыхӑ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр.
6
Ӗнтӗ манӑн пурӑнӑҫӑм — Турра кӳрекен парне, манӑн каяс вӑхӑт ҫитрӗ.
7
Эпӗ тӑрӑшса ырӑ ӗҫ туса пурӑнтӑм, пурӑнӑҫ чуппине вӗҫлерӗм, чӑн тӗне пӑрахмарӑм.
8
Халӗ ӗнтӗ ман валли тӳрӗлӗх пуҫкӑшӑльне хатӗрлеҫҫӗ — ӑна мана Ҫӳлхуҫа, тӗрӗс Тӳре, Хӑй килес кун парӗ; мана анчах мар, Хӑй килессе юратса тӑракансене те пурне те парӗ.
9
Часрах ман патӑма килме тӑрӑш.
10
Димас хальхи тӗнчене юратнипе мана пӑрахса Фессалоникӑна кайрӗ, Крискент — Галатие, Тит Далматие кайрӗ; манпа пӗрле пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.
11
Марка хӑвпа пӗрле илсе кил: вӑл мана ӗҫ тума кирлӗ.
12
Тихика эпӗ Эфеса ятӑм.
13
Килнӗ чухне манӑн фелоне илсе кил — эпӗ ӑна Троадӑра Карп патне хӑвартӑм; тата кӗнекесене, пуринчен ытла сӑран ҫине ҫырнисене, илсе кил.
14
Александр пӑхӑрҫӑ мана нумай усал турӗ. Ӗҫне кура Ҫӳлхуҫа тавӑртӑрах ӑна!
15
Унран эсӗ те сыхлан: вӑл пирӗн сӑмаха хирӗҫ вирлӗн тӑчӗ.
16
Сутра пӗрремӗш хут пулнӑ чухне манпа пӗрле никам та пулмарӗ — мана пурте пӑрахрӗҫ. Вӗсем уншӑн айӑпа ан юлччӑрччӗ!
17
Ырӑ Хыпар ман урлӑ тӗреклӗленсе ҫиттӗр, ӑна суя тӗнлисем пурте илтчӗр тесе, мана Ҫӳлхуҫа килсе тӗрек пачӗ; эпӗ вара арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтӑлтӑм.
18
Ҫӳлхуҫа мана пур усал ӗҫрен те хӑтарӗ, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне кӗртме упраса хӑварӗ. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
19
Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала.
20
Ераст Коринфа юлчӗ; чирлесе ӳкнӗ Трофима эпӗ Милитра хӑвартӑм.
21
Эсӗ хӗле кӗриччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, пур тӑван та салам яраҫҫӗ.
22
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр санӑн сывлӑшупа пӗрле пултӑр. Сире тивлет пултӑр. Аминь.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4