bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Timothy 3
2 Timothy 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ:
2
ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ,
3
килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ,
4
сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ,
5
ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ. Ҫавӑн пеккисенчен пӑрӑн.
6
Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ —
7
ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.
8
Ианний тата Иамврий Моисее хирӗҫ тӑнӑ пек, ҫав ҫынсем те чӑнлӑха хирӗҫ пыраҫҫӗ — ӗнтӗ вӗсенӗн ӑсӗ пӑсӑлнӑ, вӗсем чӑн тӗне пӗлмеҫҫӗ.
9
Анчах вӗсенӗн ӗҫӗ нумайчченех ӑнса пыраймӗ: вӗсен ӑссӑрлӑхӗ те леш ҫынсенни пекех пурне те паллӑ пулӗ.
10
Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн;
11
Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ.
12
Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ.
13
Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ, вӗсем аташса пурӑнӗҫ, ыттисене те аташтарӗҫ.
14
Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух;
15
тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ.
16
Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет,
17
вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4