bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Timothy 2
2 Timothy 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
1
Эй ывӑлӑм, ӗнтӗ Христос Иисус тивлечӗпе тӗреклӗленсе пыр.
2
Ху манран нумай ҫын умӗнче илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр.
3
Ҫапла ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫынни пулса асапсене тӳс.
4
Ҫар ҫынни, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тесессӗн, кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхланмасть.
5
Кӗрешӳҫӗ, йӗркене пӑхӑнмасӑр кӗрешсессӗн, парне илеймӗ.
6
Тӑрӑшса ҫӗр ӗҫлекен ҫын ӗнтӗ ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫне чи малтан хӑй астивме тивӗҫлӗ.
7
Эпӗ мӗн калани ҫинчен шухӑшла. Ҫӳлхуҫа сана пурне те ӑнланма пулӑштӑр.
8
Давид йӑхӗнчен тухнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫана яланах асӑнта тыт; эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ҫакӑ ӗнтӗ вӑл.
9
Эпӗ уншӑн асап та тӳсетӗп: ӗнтӗ мана, усал тӑвакана асаплантарнӑ пек, тимӗрлесех лартаҫҫӗ; анчах Турӑ сӑмахне тимӗрлеме ҫук.
10
Суйласа илнисемшӗн эпӗ ҫавӑнпа пурне те тӳсетӗп: вӗсем те Христос Иисус урлӑ ҫӑлӑнччӑр, ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тетӗп.
11
Ҫакӑ тӗрӗс сӑмах: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсассӑн — Унпа пӗрлех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр;
12
чӑтатпӑр пулсассӑн — Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр; эпир Унран тунсассӑн, Вӑл та пирӗнтен тунӗ;
13
эпир шанчӑклӑ мар пулсан та, Вӑл — шанчӑклӑ: Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунаймасть.
14
Ӗненекенсене ҫакна астутар, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тархасла: тавлашу ан хускатчӑр — вӑл пачах та усса пымасть, итлесе тӑракансене пӑсать ҫеҫ.
15
Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ҫын, хӑвӑн ӗҫӳнтен вӑтанмасӑр, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма тӑрӑш.
16
Юрӑхсӑр пушӑ сӑмах калаҫассинчен аякка тар; унсӑрӑн итлесе тӑракансем пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырӗҫ,
17
вӗсем вӗрентни ҫиен чир пек арасланса пырӗ. Именейпе Филит ҫавӑн пек ҫынсем:
18
чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, вӗсем чӑнлӑхран пӑрӑнчӗҫ, ҫапла хӑш-пӗр ҫынсенӗн ӗненнине пӗтереҫҫӗ.
19
Турӑ хывнӑ никӗс пӗрех тӗреклӗ: вӑл ҫирӗп тӑрать, ун ҫине «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» тата «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та мӗн усаллинчен аякра тӑтӑр» тесе пичет пуснӑ.
20
Пысӑк ҫуртра ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсем ҫеҫ пулмаҫҫӗ, йывӑҫ савӑтсемпе тӑм савӑтсем те пулаҫҫӗ; хӑшне чаплӑ ҫӗрте тыткалаҫҫӗ, хӑшне ӑҫта килчӗ унта тыткалаҫҫӗ.
21
Ҫапла ӗнтӗ, кам таса пулӗ, ҫавӑ чаплӑ савӑт — кирлӗ вӑхӑтра Хуҫа тыткалакан таса савӑт, пур ырӑ ӗҫе те юрӑхлӑ савӑт — пулӗ.
22
Ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑн: Ҫӳлхуҫана таса чун-чӗрепе пуҫҫапакансемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх шыра.
23
Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр;
24
Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле,
25
хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4