bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Colossians 1
Colossians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван —
2
Колоссӑ хулинче пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ӗненекен тӑвансене: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр. Сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне эпир яланах Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, тав тӑватпӑр:
4
эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, пур сӑваплӑ ҫынна та юратса тӑни ҫинчен илтнӗ эпир —
5
эсир ӗнтӗ хӑвӑр валли тӳпере хатӗрлесе хунӑ ырӑлӑха ӗмӗтленсе тӑратӑр. Эсир ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑх сӑмахне, Евангелие, илтсе пӗлнӗ.
6
Евангелие ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче пӗлет, вӑл пур тӗлте те усӑ кӳрет, сарӑлсах пырать. Вӑл сирӗн пата та ҫитнӗ, Турӑ тивлечӗ ҫинчен хӑвӑр илтсе, ӑна чӑнах пӗлнӗ кунранпах вӑл сирӗн хушшӑрта та усӑ кӳрет, сарӑлсах пырать.
7
Ҫав ырӑлӑх ҫинчен сире Епафрас, хамӑрпа пӗрле ӗҫлекен савнӑ ҫын, пӗлтернӗ; вӑл сирӗншӗн Христоса шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать;
8
Таса Сывлӑш пулӑшнипе эсир юратса тӑни ҫинчен пире вӑл пӗлтерчӗ.
9
Ҫавӑнпа эпир те ҫавна илтнӗ кунранпа сирӗншӗн пӗр чарӑнмасӑр тархасласа кӗлтӑватпӑр. Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр,
10
пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр;
11
мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
12
Тавтапуҫ Атте Турра: Вӑл пире Ҫутӑ Патшалӑхӗнче сӑваплӑ ҫынсен пайне кӗмелле тунӑ,
13
пире шуйттан ирӗкӗнчен хӑтарса, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗн — пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ Ывӑлӗн — Патшалӑхне кӗртнӗ.
15
Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнӗ, Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ;
16
пурне те Вӑл пултарнӑ: тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те — пурне те Вӑл пултарнӑ, пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ.
17
Вӑл пуринчен малтанах пур, пурте Ӑна пула тытӑнса тӑрать.
18
Вӑл — пур ӗненекенсенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ; Вӑл — пуҫламӑшӗ; Вӑл пур тӗлӗшпе те малта пулмашкӑн вилнисенчен пуринчен те малтан чӗрӗлсе тӑнӑ:
19
Ашшӗ Унра пур ырӑлӑха та тулли тӑвасшӑн пулнӑ,
20
Унӑн хӗресӗ ҫинчи Юнӗпе, Ун урлӑ ҫырлахтарса, ҫӗр ҫинчисене те, ҫӳлтисене те — пурне те — Хӑйпе килӗштересшӗн пулнӑ.
21
Кӑмӑлӑр усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ;
22
Хӑй умне кӑлтӑксӑр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те этем пулнӑ Ывӑлӗн Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ.
23
Анчах сирӗн пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп ӗненсе тӑрас пулать, хӑвӑр илтнӗ Ырӑ Хыпар панӑ шанчӑка пӑрахас пулмасть; ҫавӑ Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ; эпӗ, Павел, ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлекен пултӑм.
24
Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап тӳснишӗн савӑнатӑп, ӳтӗмпе асапланса Христос асапӗнче мӗн ҫитменнине ҫитеретӗп: эпӗ Унӑн Ӳчӗшӗн — ӗненекен ушкӑншӑн (Чиркӳшӗн) — асапланатӑп.
25
Турӑ ирӗкӗпе эпӗ Христоса ӗненекенсемшӗн ӗҫлекен пултӑм: Вӑл мана Турӑ сӑмахне — этем тӑхӑмӗсенчен ӗмӗр пытарса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха — сире туллин пӗлтерме хушрӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене пӗлтернӗ:
27
вӗсене Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑхра суя тӗнлисем валли мӗн тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх пуррине кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Ҫав ырӑлӑх — хӑвӑр ӑшӑрта тӑракан, мухтавлӑ пулма шанчӑк паракан Христос.
28
Эпир Ун ҫинчен пӗлтеретпӗр те, кирек кама та ӑс парса, ӑслӑлӑхӑмӑр ҫитнӗ таран вӗрентсе, вӗсене Христос Иисуспа пӗрлештерсе, Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратма тӑрӑшатпӑр.
29
Эпӗ ҫавӑншӑн ӗҫлетӗп те, хама пулӑшса тӑракан Христос хӑвачӗпе ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑп та.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4