bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Colossians 3
Colossians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Эсир Христоспа пӗрле чӗрӗлсе тӑнӑ пулсассӑн ҫӳлтине шырӑр, Христос унта Туррӑн сылтӑм енче ларать.
2
Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр:
3
эсир вилнӗ ӗнтӗ, сирӗн пурӑнӑҫӑр Христоспа пӗрле Турӑра пытарӑнса тӑрать.
4
Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.
5
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине пӗтерӗр, мула хапсӑнни вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех;
6
итлемен ҫынсене ҫав ӗҫсемшӗн Турӑ ҫилли ҫитет.
7
Вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне эсир те ҫав ӗҫсенех туса тӑнӑ.
8
Халӗ ӗнтӗ эсир пурне те — ҫилле, хаярлӑха, усаллӑха, ҫынна хӑртасса, ирсӗр сӑмах калаҫасса — пӑрахӑр;
9
пӗр-пӗрин ҫинчен ан суеҫтерӗр, эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса,
10
ҫӗнӗ этем пулнӑ, Турра пӗлсе ҫитмешкӗн, хӑйне Пултараканӗ евӗрлӗ пулмашкӑн вӑл ҫӗнелсе пырать.
11
Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.
12
Апла эсир — Туррӑн суйласа илнӗ, сӑваплӑ, савнӑ ҫыннисем — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр.
13
Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр.
14
Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ.
15
Сирӗн ӑшӑрта Турӑ канӑҫлӑхӗ пултӑр, сире пӗр ӳт пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗннӗ; тав туса пурӑнӑр.
16
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр.
17
Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр. Ун урлӑ Атте Турра мухтавлӑр.
18
Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр.
19
Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр.
20
Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ.
21
Эй ашшӗсем, ачӑрсемпе хаяр ан пулӑр — вӗсем хуҫӑлсах ан ӳкчӗр.
22
Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине пур тӗлӗшпе те пӑхӑнса тӑрӑр; ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Турӑран хӑраса, уҫӑ кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑрӑр.
23
Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр,
24
пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ.
25
Тӗрӗс туманни хӑй тӗрӗс маррине кура илӗ. Турӑ ҫын камне пӑхмасть.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4