bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Colossians 2
Colossians 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
1
Эпӗ сире хам сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те, манӑн сӑнӑма курманнисемшӗн те епле кӗрешнине пӗлтересшӗн.
2
Эпӗ сирӗн пӗр-пӗрне савса пӗрлешнӗ чӗрӗрсене лӑплантарасшӑн, сирӗн пурне те витӗр ӑнланса ҫитсе, Турӑ вӑрттӑнлӑхне — Христоса — пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп.
3
Пӗр Унра ҫеҫ ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн пӗтӗм мулне тупма пулать.
4
Ҫакна эпӗ кам та пулин сире чее сӑмахпа улталасран калатӑп;
5
эпӗ хам сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пӗрлех, эсир килӗштерсе пурӑннине, Христоса ҫирӗп ӗненсе тӑнине курса савӑнса тӑратӑп.
6
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр:
7
Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
8
Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.
9
Ӳтленнӗ Турӑ пӗтӗмпех Христосра вырӑнаҫса тӑрать.
10
Эсир те Ун урлӑ пур ырӑлӑха та тулли илнӗ, Вӑл пур пуҫлӑха та, пур хӑвата та Пуҫ.
11
Сирӗн ӳтӗре Ун урлӑ каснӑ, ҫылӑхлӑ ӳтӗре хывтарса пӑрахнӑ; сирӗн ӳтӗре алӑпа касман, Христос каснӑ.
12
Эсир тӗне кӗнӗ чухне Христоспа пӗрле пытарӑннӑ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненсе Унпа пӗрле чӗрӗлнӗ.
13
Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ;
14
пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ;
15
пуҫлӑхсенӗн, хӑватсенӗн вӑйне пӗтернӗ, Хӑй хӑвачӗпе ҫапла пурин умӗнче те ҫӗнтерсе вӗсене намӑса хӑварнӑ.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр:
17
ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос.
18
Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ,
19
ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.
20
Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсассӑн, ҫак тӗнчене тытса тӑракан вӑйсенчен хӑтӑлнӑ пулсассӑн, мӗнле-ха, ҫак тӗнчере пурӑнакансем пек, унӑн йӗркисене пӑхӑнатӑр?
21
«Ан сӗртӗн, ан ҫи, ан тӗкӗн!» —
22
ҫисен ҫӗрекен япаласем ҫинчен анчах каланӑ ҫавна; ҫынсем хушса, вӗрентсе каланӑ сӑмах анчах вӑл.
23
Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4