bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Colossians 4
Colossians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Эй хуҫасем, чурӑрсемшӗн мӗн кирлине, мӗн тивӗҫлине туса тӑрӑр, астӑвӑр: сирӗншӗн те ҫӳлте Турӑ пур.
2
Ялан кӗлтӑвӑр, кӗлӗре чухне сыхӑ пулӑр, тав тӑвӑр;
3
пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр — Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ирӗккӗн каласа пӗлтерме патӑрччӗ; ҫав вӑрттӑнлӑх пирки эпӗ тӗрмере ларатӑп та:
4
ҫавна манӑн кирлӗ пек уҫҫӑн пӗлтермелле пултӑрччӗ.
5
Ӗненменнисемпе хӑвӑра хӑвӑр ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр, вӗсемпе вӑхӑтне пӗлсе калаҫӑр.
6
Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр.
7
Ман ҫинчен сире пӗтӗмпе хампа пӗрле Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен савнӑ Тихик тӑванӑм каласа кӑтартӗ.
8
Эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑр мӗнле халпа тӑнине пӗлсе сирӗн чунӑра пусартӑр тесе ятӑм;
9
унпа пӗрле хӑвӑр патӑртан килнӗ шанчӑклӑ та савнӑ Онисим тӑванӑмӑра та ятӑм: вӗсем кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен сире пӗтӗмпех каласа кӑтартӗҫ.
10
Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр);
11
Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ.
12
Хӑвӑррисенчен сире Иисус Христос чури Епафрас салам ярать; сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан кӗлтӑвать.
13
Ун ҫинчен сире ҫакна калам: вӑл сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлет.
14
Савнӑ Лука эмелҫӗмӗр тата Димас сире салам яраҫҫӗ.
15
Лаодикири тӑванӑмӑрсене тата Нимфана, унӑн килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна та салам калӑр.
16
Ҫак ҫырӑва хӑвӑр патӑрта вуласа тухсассӑн, ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнра та вуласа паччӑр; Лаодикирен килес ҫырӑва эсир те вуласа тухӑр.
17
Архипа калӑр: «асту, эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнӑ ӗҫе туса ҫитер» тейӗр.
18
Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асӑрта тытса тӑрӑр. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4