bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ephesians 2
Ephesians 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 3 →
1
Эсир ӗнтӗ усал ӗҫӗрсене пула, ҫылӑха кӗнине пула вилнӗччӗ:
2
эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ;
3
эпир те ӗлӗк пурсӑмӑр та ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине, шухӑша мӗн килнине туса айӑпа кӗрсе пурӑннӑ, ыттисем пекех чӑнахах ҫилӗ ҫитес ачасем пулнӑ.
4
Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса,
5
пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ,
6
Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ;
7
Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ.
8
Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх:
9
эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр.
10
Пире Турӑ пултарнӑ, пире Христос Иисус урлӑ ырӑ ӗҫсем тума пултарнӑ, Турӑ пире ҫав ӗҫсене пурӑнӑҫлама хушнӑ.
11
Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ;
12
ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ.
13
Халӗ вара эсир, унччен аякра тӑраканскерсем, Христос Иисуспа пӗрлешсе, Унӑн Юнӗ урлӑ ҫывӑх ҫынсем пултӑр.
14
Вӑл — пирӗн тӑнӑҫлӑх. Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ,
15
саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса,
16
тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ.
17
Христос килчӗ те сире — аякрисене те, ҫывӑхрисене те — канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерчӗ.
18
Ҫапла вара Христос пулӑшнипе эпир — кусем те, тепӗрисем те — пӗр Сывлӑш хӑвачӗпе Аттемӗр патне пыратпӑр.
19
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир халӗ — ют мар, ют ҫӗртен килнисем те мар, сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле пурӑнакансем, Турӑ ачисем;
20
сире апостолсемпе пророксенӗн никӗсӗ ҫине тӗреклӗ тӑратнӑ, кӗтесри тӗп чулӗ вара — Иисус Христос Хӑй.
21
Ун ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать, унӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ҫыхӑнса Ҫӳлхуҫана халалланӑ таса Чиркӳ пулса ӳссе пыраҫҫӗ,
22
ҫавӑн ҫинчех эсир те Сывлӑш пулӑшнипе Турӑ пурӑнмалли ҫурт пулса пыратӑр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6