bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ephesians 5
Ephesians 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
1
Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке;
2
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ.
3
Аскӑн ӗҫӗн, тӗрлӗ тасамарлӑхӑн, мула хапсӑнассийӗн сирӗн хушшӑрта — сӑваплӑ ҫынсем хушшинче — ячӗ те ан пултӑр.
4
Тата сире ирсӗр сӑмах калаҫни те, пушӑ сӑмах калани те, кӑнттамла шӳтлени те килӗшмест, сирӗн хушшӑрта Турра тав туса калаҫни анчах илтӗнтӗр.
5
Пӗлсех тӑрӑр: аскӑн ҫыннӑн, ирсӗр ҫыннӑн, мула хапсӑнакан ҫыннӑн, — ку ӗнтӗ йӗрӗхе пуҫҫапаканпа пӗрех, — Христоспа Турӑ Патшалӑхӗнче пайӗ ҫук.
6
Сире никам та пушӑ сӑмахпа илӗртсе ан улталайтӑр: Турра хирӗҫ тӑракансем ҫине Унӑн ҫилли ҫитӗ,
7
ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир вӗсемпе ан явӑҫӑр.
8
Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр;
9
Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси.
10
Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр;
11
сӗмлӗх ӗҫӗсене, уссӑр ӗҫсене, хутшӑнманнипе кӑна мар-ха, вӗсене питлӗр эсир.
12
Вӗсен вӑрттӑн тӑвакан ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс.
13
Ҫутӑра пурте уҫҫӑн палӑрать, пурте ҫиеле тухать, палӑраканни пурте курӑнса тӑрать.
14
Ҫавӑнпа каланӑ та: «эй ҫывӑракан, вӑран, чӗрӗлсе тӑр вилӗмрен — сана Христос ҫутӑлтарӗ» тенӗ.
15
Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр:
16
вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ.
17
Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр.
18
Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр;
19
пӗр-пӗринпе псаломсен, мухтав юррисен, тӗн юррисен сӑмахӗсемпе калаҫӑр, Ҫӳлхуҫана чунтан-вартан аслӑласа юрлӑр.
20
Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр,
21
пӗр-пӗрне Турӑран хӑраса итлесе тӑрӑр.
22
Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр:
23
Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ.
24
Ӗненекенсем Христоса пӑхӑнса тӑнӑ пек, арӑмсем те пур тӗлӗшпе те упӑшкине пӑхӑнса тӑччӑр.
25
Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе
27
Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ — пӗр вараланчӑксӑр, айӑпсӑр е ҫавӑн евӗрлӗ урӑх кӑлтӑксемсӗр — туса тӑратасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ.
28
Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать.
29
Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать. Ҫӳлхуҫа ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать:
30
эпир — Унӑн тӑл-пӗвӗн пайӗсем-ҫке; эпир Унӑн ӳтӗнчен, Унӑн шӑмми-шаккинчен пулнӑ.
31
Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ.
32
Ку — калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑх; эпӗ ҫакна Христоспа ӗненекенсен ушкӑнӗ (Чиркӳ) ҫинчен каланӑ тесе шутлатӑп.
33
Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6