bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ephesians 3
Ephesians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗншӗн, суя тӗнлӗ ҫынсемшӗн, эпӗ, Павел, Иисус Христос ӗҫӗ пирки тӗрмере ларатӑп.
2
Турӑ мана сирӗншӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн тивлет панине, мана вӑрттӑнлӑхне пӗлтернине илтнӗ эсир. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен сире унчченех кӗскен ҫырса янӑччӗ ӗнтӗ.
4
Христосӑн вӑрттӑнлӑхне эпӗ мӗнле ӑнланнине эсир ҫавна вуласа ӑнкарса илме пултаратӑр.
5
Ҫав вӑрттӑнлӑха — суя тӗнлисем те Ырӑ Хыпар илтсе Христос Иисус урлӑ ырӑлӑха кӗрессине, иудейсемпе пӗр ӳт пулассине, Турӑ пама пулнине илессине — Таса Сывлӑш авалхи этем ывӑлӗсене Христосӑн сӑваплӑ апостолӗсене, пророкӗсене халӗ пӗлтернӗ чухлех пӗлтермен.
7
Турӑ мана Хӑйӗн хӑвачӗпе панӑ тивлетпе эпӗ ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пултӑм.
8
Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ:
9
мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ,
10
ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ;
11
ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ;
12
Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире йӑлӑнатӑп: эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан хуйхӑрӑр, ҫав асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ.
14
Ҫавӑншӑн эпӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑватӑп:
15
тӳпери йышсем те, ҫӗр ҫинчи йышсем те пурте Унран ят илеҫҫӗ.
16
Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ,
17
ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ,
18
юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.
20
Эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытларах Тума Пултаракана ӗненекен ушкӑн Христос Иисус урлӑ сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре мухтаса тӑтӑр. Аминь.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6