bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ephesians 6
Ephesians 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
1
Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни.
2
«Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт.
4
Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр.
5
Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр;
6
ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр:
7
ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр,
8
пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ.
9
Эй хуҫасем, эсир те чурӑрсемшӗн ырӑ пулӑр, вӗсене ытла хытӑ ан тытӑр, пӗлсех тӑрӑр: сирӗншӗн те, вӗсемшӗн те тӳпере пӗр Ҫӳлхуҫа. Вӑл ҫын камне пӑхмасть.
10
Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр;
11
Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр:
12
пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.
13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн, пурне те ҫӗнтерсе кайран сыхӑ тӑмашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланӑр.
14
Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр,
15
канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр;
16
кирек хӑҫан та ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр: унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр;
17
тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр.
18
Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр,
19
маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ.
20
Тӗрмере ларатӑп пулин те, эпӗ — унӑн элчи, хамӑн тивӗҫӗме кура манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн вӗрентесчӗ.
21
Эпӗ мӗн халпа тӑнине, мӗн туса пурӑннине сире пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан юратнӑ Тихик тӑванӑм каласа парӗ.
22
Эпӗ ӑна сирӗн пата вӑл сире пирӗн ҫинчен пӗлтерсе сирӗн чӗрӗре пусартӑр тесе ятӑм та.
23
Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӑмӑрсене канӑҫлӑх патӑр, вӗсене ӗненекен те, юратакан та тутӑр.
24
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра яланах юратса тӑракансене пурне те тивлет пултӑр. Аминь.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
All chapters:
1
2
3
4
5
6