bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
James 1
James 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
1
Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков саланса пурӑнакан вуникӗ йӑха савӑнӑҫ сунать.
2
Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр —
3
хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр;
4
пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.
5
Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ.
6
Анчах та ӗненсе ыйттӑр, пӗртте ан иккӗлентӗр: иккӗленекен вӑл ҫил ҫӗклентерсе, ҫилех салатса яракан тинӗс хумӗ евӗрлӗ.
7
Ун пек ҫын Ҫӳлхуҫаран мӗн те пулин илӗп тесе ан шухӑшлатӑр.
8
Иккӗллӗ шухӑшлакан ҫын пур тӗлӗшрен те тӗрексӗр.
9
Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр;
10
пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ:
11
хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
12
Сӑнанине-тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ: сӑнани витӗр тухсассӑн, Турӑ ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
13
Асап курнӑ чухне никам та: «мана Турӑ ҫапла сӑнать» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть.
14
Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать;
15
ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет, тунӑ ҫылӑхран вилӗм пуҫланать.
16
Эй савнӑ тӑванӑмсем, ан улталанӑр.
17
Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать; Унӑн улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук.
18
Вӑл кӑмӑл тунӑ та, Хӑй пултарнӑ этемсем хушшинче малтанхисем пулччӑр тесе, пире чӑн сӑмахпа ҫӗнӗрен ҫуратнӑ.
19
Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр:
20
ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть.
21
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр.
22
Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр, хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр.
23
Сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурӑнӑҫламан ҫын хӑйӗн тӗкӗр ҫинчи питне-куҫне тишкерсе пӑхакан ҫын евӗрлӗ:
24
вӑл хӑй ҫине пӑхса илчӗ те — пӑрӑнчӗ, хӑй еплине ҫавӑн чухнех манса кайрӗ.
25
Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан вара хӑй ӗҫӗпе телейлӗ пулӗ: вӑл мӗн илтнине манаканӗ мар, ӑна туса тӑраканӗ пулать.
26
Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ.
27
Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5