bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
James 2
James 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
1
Эй тӑванӑмсем! сирӗн — хамӑрӑн мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсен — ҫынсене камне кура уйӑрасси ан пултӑр.
2
Эсир пуҫтарӑннӑ ҫӗре ылтӑн ҫӗрӗллӗ, чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗрсен, ҫавӑнтах тата начар тумланнӑ чухӑн пырса кӗрсен,
3
чаплӑ тумланни ҫине пӑхса, эсир ӑна: «кунта лар, кунта лайӑхрах» тесен, чухӑннине вара: «эсӗ лере тӑр» е «ҫакӑнта, ман ура вӗҫне лар» тесен,
4
сирӗн сӑмахӑр ҫынна тиркесе калаҫни пулмасть-и вара? эсир усал кӑмӑллӑ тӳресем пулса тӑмастӑр-и?
5
Эй савнӑ тӑванӑмсем, итлӗр-ха! ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн, Хӑйне юратакансене асӑннӑ Патшалӑха кӗртмешкӗн Турӑ тӗнчери чухӑн ҫынсене суйласа илмен-и-ха?
6
Эсир вара чухӑн ҫынна тиркерӗр. Сире пуянсемех хӗсӗрлемеҫҫӗ-и-ха? сута та сире ҫавсемех сӗтӗре-сӗтӗре каймаҫҫӗ-и?
7
Хӑвӑра панӑ ырӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и?
8
Эсир чӑн аслӑ саккуна, Ҫырура «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнине, пурӑнӑҫласа тӑратӑр пулсан, аван тӑватӑр.
9
Анчах ҫынсене камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр, саккун умӗнче те айӑплӑ пулатӑр.
10
Кам та пулин пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑруҫӑн пӗр ӗҫпе ҫеҫ ҫылӑха кӗрсен, вӑл пур тӗлӗшрен те айӑплӑ пулать.
11
«Аскӑнланса ан ҫӳре» тесе Калаканах «ан вӗлер» тесе те каланӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ аскӑнланса ҫӳремесен те, анчах ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн.
12
Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр.
13
Хӗрхенмен ҫынна сутра хӗрхенӳ пулмӗ; хӗрхенни сутран вӑйлӑрах.
14
Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна?
15
Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан,
16
эсир хӑшӗ те пулин ӑна: «лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан» тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси?
17
Ӗненӳ те ҫавӑн пекех: ырӑ ӗҫсемсӗр пӗр ӗненӳ хӑй ҫеҫ — вилӗпе пӗрех.
18
Тен, кам та пулин калӗ: «эсӗ ӗненетӗн, эпӗ ырӑ ӗҫсем тӑватӑп; ху ӗненнине ырӑ ӗҫӳсемсӗр кӑтарт-ха мана, хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп» тейӗ.
19
Эсӗ Турӑ пӗрре тесе ӗненетӗн, тӗрӗс тӑватӑн; шуйттансем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ.
20
Эй ҫӑмӑлттай этем! ырӑ ӗҫсӗр ӗненӳ усӑсӑр; эсӗ ҫавна пӗлесшӑн мар-и?
21
Авраам аттемӗр хӑйӗн Исаак ывӑлне парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?
22
Куратӑн-и, ӗненни унӑн ӗҫне ӑнтарса пынӑ, вӑл ӗненни ӗҫӗсем урлӑ вӑй илсе ҫитнӗ.
23
Ҫапла вара Ҫырура: «Авраам Турра ӗненсе пурӑннӑ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тесе ҫырнӑ сӑмахсем вырӑна килнӗ. Ҫавӑнпа ӑна «Турӑ тусӗ» тенӗ.
24
Куратӑр-и ӗнтӗ: ҫын ӗненнипе анчах тӳрре тухаймасть, ырӑ ӗҫ туса тӳрре тухать.
25
Ҫавӑн пекех аскӑн арӑм Раав та ҫӗр тишкерсе ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?
26
Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5