bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
James 5
James 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
1
Эй пуянсем, ӗнтӗ эсир итлӗр! хӑвӑр ҫийӗре килес йывӑр асапсем пирки куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр.
2
Сирӗн пурлӑхӑр ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумӑра кӗве ҫисе янӑ;
3
сирӗн ылтӑнӑр, кӗмӗлӗр тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх сире тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ, сирӗн ӳтӗре вут пек ҫисе ярӗ — эсир хӑвӑршӑн юлашки кунсем валли мул пухрӑр.
4
Акӑ сирӗн анӑрсене вырса панӑ ӗҫлевҫӗсенчен тытса юлнӑ укҫа кӑшкӑрса тӑрать, выракансем йынӑшни Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑлхине кӗрет.
5
Эсир ҫӗр ҫинче ытла та сарӑлса, киленсе пурӑнтӑр; пусма хатӗрленӗ пек, чӗрӗре самӑрлатса ятӑр.
6
Эсир тӳрӗ ҫынна, хӑвӑра хирӗҫ пыманскерех, айӑпласа вӗлертӗр.
7
Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа киличчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулса пурӑнӑр. Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.
8
Эсир те вӑрахчен тӳсӗр, чӗрӗре тӗреклӗлентерӗр: Ҫӳлхуҫа килесси ҫывӑхарса килет.
9
Эй тӑвансем, айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелӗр: акӑ Тӳре алӑк умӗнчех тӑрать.
10
Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр.
11
Акӑ эпир тӳссе пурӑннӑ ҫынсене мухтатпӑр. Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
12
Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.
13
Сирӗнтен кам та пулин йывӑр асап курать пулсан, кӗлтутӑр; кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псалом юрлатӑр.
14
Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр.
15
Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.
16
Сывалас тесессӗн ҫылӑхӑрсене пӗрне-пӗри каласа парӑр, пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр: тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать.
17
Илия пирӗн пек ҫынах пулнӑ; вӑл ҫумӑр ан ҫутӑр тесе тархасласа кӗлтунӑ та — ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх ҫумӑр пулман.
18
Унтан татах кӗлтунӑ та — тӳпе ҫумӑр панӑ, ҫӗр те ҫимӗҫне ӳстернӗ.
19
Эй тӑванӑмсем! сирӗнтен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, ӑна кам та пулин каялла ҫавӑрсан,
20
ҫавӑ вара пӗлсех тӑтӑр: ҫылӑхлӑ ҫынна йӑнӑш ҫул ҫинчен каялла ҫавӑраканӗ чуна вилӗмрен хӑтарать, хӑйӗн те темӗн чухлӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнать.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
All chapters:
1
2
3
4
5