bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
James 4
James 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
1
Тӑшманлӑ тӑрасси, харкашса пурӑнасси ӑҫтан тухать сирӗн? ӳтӗр, кӑмӑлӑр алхаснипе мар-и ҫакӑ?
2
Ӗмӗтленетӗр — илейместӗр; вӗлеретӗр, ӑмсанатӑр — пӗрех илейместӗр; тавлашатӑр, тӑшманлӑ тӑратӑр — илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир ыйтмастӑр.
3
Ыйтсассӑн та илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн ырӑ тума ыйтмастӑр, киленсе пурӑнасшӑн ыйтатӑр.
4
Эй аскӑн арҫынсем, аскӑн хӗрарӑмсем! тӗнчепе туслашни Турра хирӗҫ пыни пулнине пӗлместӗр-им? Ҫавӑнпа кам тӗнче тусӗ пулас тет, вӑл Турӑ тӑшманӗ пулса тӑрать.
5
Е эсир Ҫырура: «пирӗн ӑша вырӑнаҫнӑ Сывлӑш пире Турра юраттарасшӑн» тесе каланине пушӑ сӑмах тетӗр-им?
6
Ҫавна кура Турӑ пысӑк тивлет парать; ҫавӑнпа каланӑ та: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене тивлет парать» тенӗ.
7
Эппин, Турра пӑхӑнӑр, шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ.
8
Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ; эй ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑра ҫӑвӑр, эй икӗ питлисем, чӗрӗре тасатӑр!
9
Татӑлса хуйхӑрӑр, куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр; кулас вырӑнне макӑрӑр, савӑнас вырӑнне кулянӑр.
10
Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланӑр, вара сире асла кӑларӗ.
11
Эй тӑвансем, пӗр-пӗрне усал сӑмах ан калӑр: кам хӑй тӑванне усал сӑмахпа хӑртать е хӑй тӑванӗ ҫинчен ҫисе калаҫать, вӑл саккуна хурлать, саккуна айӑпласа калаҫать; эсӗ саккуна айӑплатӑн пулсан, саккуна пурӑнӑҫласа тӑраканӗ мар, саккуна тиркекенӗ пулатӑн.
12
Саккун Параканӗ те, Тӳре те — пӗрре анчах, Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать; эсӗ, ыттисене айӑплаканӗ, кам вара?
13
«Паян е ыран ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та унта пӗр ҫулталӑк пурӑнӑпӑр, суту-илӳ тӑвӑпӑр, услам илсе тӑрӑпӑр» теекенсем, халӗ ӗнтӗ эсир итлӗр!
14
Эсир ыран мӗн пуласса та пӗлместӗр; сирӗн пурӑнӑҫӑр мӗн вӑл? пӗр самант курӑнакан, унтан куҫран ҫухалакан пӑс вӑл.
15
«Ҫӳлхуҫа пӳрсен, сывӑ пулсан ҫавна тӑвӑпӑр е кӑна тӑвӑпӑр» теес вырӑнне
16
хӑвӑр мӑнкӑмӑллӑ пирки эсир мухтанатӑр: кирек мӗнле мухтанни те — усал ӗҫ.
17
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, мӗнле ырӑ тумаллине пӗлсех ӑна тумасӑр хӑваракана ҫылӑх пулӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5