bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jonah 1
Jonah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Ионӑна, Амафия ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
2
тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
3
Вара Иона Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса тарам тесе тӑнӑ та Иоппие пырса ҫитнӗ, Фарсиса каякан карапа шыраса тупнӑ, ҫул укҫи тӳленӗ те, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса каям тесе, карап ҫине ларнӑ.
4
Анчах Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ, карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ.
5
Карапҫӑсем сехӗрленсе ӳкнӗ, кашнийӗ хӑйӗн туррине йӑлӑнма тытӑннӑ; карапа ҫӑмӑллатас тесе ун ҫине тиенӗ ҫӑксене тинӗсе ывӑтма пуҫланӑ; Иона вара шала аннӑ, выртнӑ та ҫывӑрмаллипех ҫывӑрса кайнӑ.
6
Ун патне карап пуҫлӑхӗ пынӑ та каланӑ: эсӗ мӗн ҫывӑрса выртатӑн? тӑр, хӑвӑн Турруна тархасла; тен, Турӑ пире аса илӗ те, вара пӗтмӗпӗр эпир, тенӗ.
7
Унтан пӗр-пӗрне каланӑ: каяр та шӑпа ярар, ҫак инкеке кам пирки курнине пӗлер, тенӗ. Вара шӑпа янӑ, шӑпи Ионӑна тухнӑ.
8
Ҫавӑн чухне ӑна каланӑ: кала-ха пире, ҫакӑ инкек пирӗн тӗле кама пула килсе ҫитрӗ? мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑн эсӗ, ӑҫтан килетӗн? санӑн ҫӗрӳ-шыву ӑҫта, мӗнле халӑх ҫынни пулатӑн эсӗ? тенӗ.
9
Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ еврей, тӳпе Туррине, тинӗспе типҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турра, пуҫҫапса пурӑнатӑп, тенӗ.
10
Ҫынсем шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ те ӑна: мӗншӗн ҫапла турӑн-ха эсӗ? тенӗ. Иона хӑй каласа панипе, ҫынсем ӗнтӗ вӑл Ҫӳлхуҫаран тарса ҫӳренине пӗлнӗ.
11
Тинӗс хумханма чарӑнман та, Ионӑна каланӑ: тинӗс пирӗншӗн лӑплантӑр тесессӗн, пирӗн сана мӗн тӑвас? тенӗ.
12
Иона вӗсене каланӑ: тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.
13
Анчах ҫав ҫынсем, ҫыран хӗррине тухасахчӗ тесе, вӑйпах кӗсменпе авӑсма тытӑннӑ, анчах тухма пултарайман, мӗншӗн тесессӗн тинӗс ҫав-ҫавах вӗсене хирӗҫ тулашса ахӑрнӑ.
14
Вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Сана йӑлӑнатпӑр, пирӗн ҫак ҫын чунӗшӗн пӗтес марччӗ, унӑн айӑпсӑр юнӗ пирӗн ҫинче ан шутлантӑр: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна мӗн кирлине тунӑ, тенӗ.
15
Ӗнтӗ тытнӑ та Ионӑна — тинӗсе ывӑтнӑ, вара хаярланса ҫитнӗ тинӗс лӑпланнӑ.
16
Ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, ырӑ ӗҫсем тума сӑмах панӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4