bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jonah 2
Jonah 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
1
Ҫӳлхуҫа пысӑк кита Ионӑна ҫӑтса яма хушнӑ; ҫав кит ӑшӗнче Иона виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр выртнӑ.
2
Иона ӗнтӗ кит ӑшӗнче хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӗлтунӑ,
3
вӑл ҫапла каланӑ: хуйхӑ ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана; ҫӗр варӗнчен кӑшкӑрса чӗнтӗм те — Эсӗ ман сассӑма илтрӗн.
4
Мана Эсӗ тарӑна, тӗпсӗр тинӗс варринех, пӑрахрӑн, юхӑмсем хупласа илчӗҫ мана; Санӑн шывусем, Санӑн хумусем пурте манӑн тӗлӗмрен иртрӗҫ.
5
Каларӑм вара: Санӑн куҫу умӗнчен сирӗлнӗ эпӗ, ҫапах та Санӑн таса Ҫуртна каллех курӑп-ха эпӗ.
6
Шывсем мана чунӑм патне ҫитиех хупласа илчӗҫ, тӗпсӗр авӑр ҫавӑрса илчӗ мана; манӑн пуҫӑм тавра тинӗс курӑкӗ яваланчӗ.
7
Тусен тӗпне ҫитиех анса кайрӑм, ҫӗр хӑйӗн хӳмисемпе ӗмӗрлӗхех пӳлсе хучӗ мана; ҫапах та Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, чунӑма тамӑкран кӑларӑн.
8
Ӑшӑмра чунӑм халтан кайса ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана аса илтӗм, вара манӑн кӗллӗм Сан патна, Санӑн таса Ҫуртна ҫитрӗ.
9
Ниме тӑман суя турӑсене пуҫҫапакансем хӑйсенӗн Ырӑ Кӑмӑллине пӑрахрӗҫ.
10
Эпӗ вара Сана мухтаса парне кӳрӗп, сӑмах панине тӑвӑп: ҫӑлӑнӑҫ — Ҫӳлхуҫара.
11
Вара Ҫӳлхуҫа кита каланӑ та, вӑл Ионӑна ҫӗр ҫине кӑларса пӑрахнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4