bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jonah 4
Jonah 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Ҫапла пулса тухнӑшӑн Иона питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ та вӗчӗрхенсех ӳкнӗ.
2
Вара вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫапла пуласса хам ҫуралнӑ ҫӗршывра чухнех каламанччӗ-и эпӗ? Ҫавна пулах эпӗ Фарсиса тартӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ те нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ пулнине, Ху ярас тенӗ асапшӑн пӑшӑрханассине пӗлнӗ эпӗ.
3
Халӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, манран чунӑма ил: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.
4
Ҫӳлхуҫа каланӑ ӑна: ҫакӑ сана чӑнах та ҫав териех пӑшӑрхантарчӗ-им? тенӗ.
5
Иона ӗнтӗ хуларан тухнӑ та хула ҫывӑхне, унӑн тухӑҫ енне, ларнӑ, унта хӑй валли хӳшӗ тунӑ та, хулана мӗн пулассине курас тесе, хӳшӗри сулхӑна кӗрсе ларнӑ.
6
Ҫӳлхуҫа Турӑ вара, Иона пуҫӗ тӗлӗнче сулхӑн пултӑр тесе, пӑшӑрханнӑскере лӑплантарас тесе, ӳсентӑран шӑттарса ӳстернӗ, ӳсентӑранӗ Ионӑран ҫӳле ӳссе хӑпарнӑ; ҫакӑншӑн Иона калама ҫук хӗпӗртенӗ.
7
Унтан Турӑ ҫапла тунӑ: тепӗр кунхине, шурӑмпуҫ килнӗ чухне, ӳсентӑрана хурт кӑшланӑ та, курӑк хӑрса ларнӑ.
8
Хӗвел тухсан, Турӑ тухӑҫӑн шӑрӑх ҫилне вӗртернӗ, хӗвел Ионӑн пуҫне хӗртме пуҫланӑ; Иона пӗтӗмпех халтан кайса ҫитнӗ те хӑйшӗн вилӗм ыйтса каланӑ: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.
9
Вара Турӑ Ионӑна каланӑ: ҫак ӳсентӑраншӑн чӑнах та ҫав териех хурлантӑн-им эсӗ? тенӗ. Иона: питӗ хурлантӑм ҫав, вилес пекех, тенӗ.
10
Унтан Турӑ каланӑ: эсӗ ху вӑй хумасӑр, ху ӳстермен ӳсентӑраншӑн, пӗр каҫра ӳссе пӗр каҫрах типсе ларнӑ курӑкшӑн пӑшӑрханатӑн.
11
Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхлӗ хулана, Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха? тенӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4