bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jonah 3
Jonah 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ:
2
тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.
3
Иона тӑнӑ та, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, Ниневие кайнӑ: Ниневи вӑл Турӑ умӗнче аслӑ, виҫӗ кун утмалӑх хула пулнӑ.
4
Вара Иона хулара кун каҫиччен мӗн чухлӗ утма май килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳренӗ, вӑл ҫапла вӗрентсе каланӑ: тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать! тенӗ.
5
Ниневи ҫыннисем Турӑ каланине ӗненнӗ, вара типӗ тытма йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ ватти-вӗтти таранах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
6
Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ,
7
патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр,
8
ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр.
9
Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
10
Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4