bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Malachi 1
Malachi 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне малашне мӗн пулассине Малахия урлӑ пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
2
Эпӗ сире юрататӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир вара: «пире юратнине Эсӗ мӗн туса кӑтартрӑн?» теетӗр. — Исав Иаковӑн пиччӗшӗ мар-и вара? тет Ҫӳлхуҫа; ҫапах та Эпӗ Иакова юратрӑм,
3
Исава вара курайми пултӑм, унӑн тӑвӗсене тустарса тухрӑм, унӑн ҫӗрне пушхир шакалӗсене патӑм.
4
Эхер те Эдом: «эпир ҫука юлтӑмӑр, анчах мӗн аркатнине эпир ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр» тет пулсассӑн, Саваоф Ҫӳлхуҫа вара ҫапла калать: вӗсем туса лартӗҫ, Эпӗ ҫӗмӗрӗп, тет. Ӗнтӗ Эдом ҫинчен ку усал ҫӗр, ку халӑха Ҫӳлхуҫа яланлӑхах ҫилленнӗ теме пуҫлӗҫ.
5
Ҫакна хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр акӑ, вара: «Израиль ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа асла тухрӗ!» теетӗр.
6
Эй священниксем, Манӑн ятӑма чыссӑра кӑларакансем, Саваоф Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ывӑлӗ ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта? Эпӗ Патша пулсан, Мана сума сӑвасси ӑҫта? Эсир: «Сан ятна мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха эпир?» теетӗр.
7
Эсир Манӑн парне вырӑнӗ ҫине таса мар ҫӑкӑр илсе килетӗр, хӑвӑр вара: «Сана мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха?» теетӗр. — «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук» тенипе.
8
Парне кӳме суккӑр выльӑх илсе пыни начар мар-и вара? е уксаххине, чирлине илсе пыни начар мар-и тата? Ҫакна хӑвӑн пуҫлӑхна кӳр-ха: вӑл санпа кӑмӑллӑ пулӗ-и, кӑмӑллӑн хапӑл тӑвӗ-и вӑл сана? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
9
Ҫавӑнпа Турра кӗлтӑвӑр, Вӑл пире каҫартӑрччӗ; анчах эсир ҫакӑн пек туса тӑратӑр пулсан, Вӑл сире кӑмӑллӑн йышӑнма пултарӗ-и? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
10
Манӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӑлӑхах вут ҫунтариччен пӗрех хут сирӗнтен хӑшӗ те пулин алӑка питӗрсе илинччӗ. Эпӗ сире кӑмӑл тумастӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, сирӗн аллӑр панӑ парне те Маншӑн юрӑхлӑ мар.
11
Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, кирек ӑҫта та Манӑн ятӑм умӗнче фимиам тӗтӗрӗҫ, таса парне кӳрӗҫ; халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
12
Эсир вара: «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук, унран килекен тупӑш — ниме тӑман апат анчах» тесе ӑна хурлатӑр.
13
Тата: «ав ӗҫӗ мӗн чухлӗ!» тесе калатӑр та ҫав апата тиркетӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, эсир парне кӳме вӑрланине, уксаххине, чирлине илсе килетӗр, ҫӑкӑр парни те сирӗн ҫавӑн йышшиех: ҫакна Эпӗ сирӗн аллӑртан кӑмӑлласа йышӑнма пултарӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.
14
Хӑйӗн кӗтӗвӗнче айӑпсӑр аҫа выльӑх пур ҫинчех, хӑй тупа тунӑ ҫинчех Ҫӳлхуҫана парне кӳме пӑсӑккине илсе пыракан ултавҫӑ ылханлӑ: Эпӗ — аслӑ Патша, халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм хӑрушӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4