bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Malachi 3
Malachi 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Акӑ Эпӗ Хамӑн Ангелӑма яратӑп, вӑл Манӑн умӑмри ҫула хатӗрлесе хурӗ, эсир шыракан Ҫӳлхуҫа, эсир курас теекен халал Ангелӗ Хӑйӗн Ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ; акӑ Вӑл килет ӗнтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
2
Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ? Вӑл курӑнсассӑн, кам тытӑнса тӑрайӗ? Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек,
3
Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ.
4
Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.
5
Вара сирӗн патӑра сут тума пырӑп, асамҫӑсене, аскӑнчӑксене, улталаса тупа тӑвакансене, тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳлемеллинчен катса юлакансене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене хӗсӗрлекенсене, ютран килнисене тӗксе яракансене, Манран хӑраманнисене кӗҫех питлеме тытӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
6
Мӗншӗн тесен Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ улшӑнмастӑп; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир, Иаков ывӑлӗсем, пӗтмерӗр.
7
Хӑвӑр аҫӑрсен вӑхӑтӗнченех эсир Эпӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑнтӑр, вӗсене тытса тӑмастӑр; Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. «Мӗнле ҫаврӑнас-ха пирӗн?» тейӗр эсир.
8
Ҫыннӑн Турра ҫаратма юрать-и? Эсир вара Мана ҫарататӑр. «Мӗнле ҫарататпӑр-ха Сана?» тейӗр эсир. Вуннӑмӗш пайран тата парнерен катса юлса.
9
Ылханран та ылхан сире, мӗншӗн тесен эсир — пӗтӗм халӑх — Мана ҫарататӑр.
10
Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?
11
Сирӗншӗн Эпӗ хурт-кӑпшанкӑна сирӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене пӗтерме чарӑп, сирӗн хирӗрти иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫсӗр тӑрса юлмӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
12
Сире пур халӑхсем те телейлисем теме тытӑнӗҫ, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӗрӗр пурне те ӑмсантарӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
13
Сирӗн Манӑн умӑмра калакан сӑмахӑрсем чӑрсӑр, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир: «эпир Сана хирӗҫ мӗн калатпӑр-ха?» тейӗр.
14
Эсир калатӑр: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни, Саваоф Турӑ умӗнче хурлӑх тумӗпе ҫӳрени мӗн усӑ кӳчӗ?
15
Халӗ мӑнкӑмӑллисене эпир телейлӗ тесе шутлатпӑр: йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ӑнӑҫтарса пурӑнаҫҫӗ, Турра сӑнаҫҫӗ пулин те, тӗрӗс-тӗкелех юлаҫҫӗ» тетӗр.
16
Анчах Турӑран хӑракансем пӗрне-пӗри ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа тӑнлать те ҫакна илтет, Ун умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» теҫҫӗ.
17
Вӗсем Манӑн пулӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑ кун, Эпӗ пултарас кун, Манӑн еткерлӗхӗм пулӗҫ, ҫын хӑйне ӗҫлесе тӑракан ывӑлне мӗнле кӑмӑллать, Эпӗ те вӗсене ҫапла кӑмӑллӑп.
18
Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр, тет.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4