bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Malachi 2
Malachi 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
1
Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли:
2
эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.
3
Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.
4
Эсир вара Эпӗ ҫакӑ ӳкӗте Левийпе пӗрле хывнӑ халалӑма сыхласа хӑвармашкӑн панине пӗлӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
5
Эпӗ унпа пӗрле хывнӑ халалӑм пурӑнӑҫпа канӑҫлӑх халалӗччӗ, Эпӗ ӑна вӑл хӑраса тӑтӑр тесе патӑм, вӑл Манран хӑраса тӑратчӗ, Манӑн ятӑма пӗтӗм чӗререн хисеплетчӗ.
6
Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче чӑнлӑх саккунӗччӗ, унӑн ҫӑварӗнчен суя тухмастчӗ; Манпа пӗрле вӑл канӑҫлӑхпа, тӳрӗлӗхпе ҫӳретчӗ, нумайӑшне ҫылӑхран сивӗтетчӗ.
7
Священник чӗлхи-ҫӑварӗ саккуна пӗлнине упрама тивӗҫлӗ, унран ҫавӑн ҫинчен вӗрентессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл — Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хыпарҫи.
8
Анчах эсир ҫак ҫултан пӑрӑнтӑр, илӗртсе, нумайӑшне саккун тӗлӗшӗнчен иккӗленмелле турӑр, Левийпе хывнӑ халала пӑсрӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
9
Ҫакӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ сире пӗтӗм халӑх умӗнче хӑвӑртан йӗрӗнмелле тӑвӑп, мӗскӗне хӑварӑп, мӗншӗн тесен эсир Манӑн ҫула уямастӑр, саккун ӗҫӗнче икӗпитленетӗр.
10
Пирӗн пурин те пӗр Атте мар-и вара? Пӗр Турӑ пултарман-и пире? Мӗншӗн-ха эпир пӗр-пӗрне улталаса аттемӗрсем хывнӑ халала пӑсатпӑр?
11
Иуда улталать, Израильпе Иерусалимра ирсӗр ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ: Иуда Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне, хӑй юратнӑскерне, кӗҫӗне хӑварнӑ, ют туррӑн хӗрне качча илнӗ.
12
Ҫӳлхуҫа ҫавӑн пек тӑваканӑн хуралӗнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Ҫӳлхуҫана парне кӳрекене Иаков чатӑрӗсенче пӗтерсе тухӗ.
13
Эсир тата акӑ мӗн тӑватӑр: эсир Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрсе те ӳлесе куҫҫулӗ тӑктаратӑр, Вӑл парнесем ҫине текех пӑхмасть ӗнтӗ, сирӗн аллӑртан ҫырлахтаракан парне те йышӑнмасть.
14
«Мӗншӗн-ха?» тейӗр эсир. Акӑ мӗншӗн: Ҫӳлхуҫа санпа хӑвӑн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑму хушшинче мӗн пулнине курса тӑнӑ, кайран эсӗ арӑмна улталанӑ, вӑл вара — санӑн ҫывӑх тусу, санӑн саккунлӑ арӑму.
15
Анчах пӗри те ҫавӑн пекех туманччӗ-и-ха? лайӑхран та лайӑхскер марччӗ-и вӑл? мӗн турӗ-ха ҫавӑ? Вӑл Турӑран тӑхӑм илесшӗнччӗ. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр чунӑра сыхлӑр, никам та хӑйӗн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑмне хирӗҫле ултавлӑ ӗҫ ан тутӑр.
16
Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
17
Эсир Ҫӳлхуҫана хӑвӑр сӑмахӑрпа ҫиллентеретӗр, хӑвӑр: «мӗн туса ҫиллентеретпӗр-ха эпир Ӑна»? теетӗр. Эсир: «усал тӑвакан кирек кам та — Ҫӳлхуҫа умӗнче лайӑх, ҫавӑн пеккисене Вӑл кӑмӑллать» е тата: «ӑҫта тӳрӗ сут Турри?» теетӗр, ҫавӑнпа ҫиллентеретӗр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4