bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Malachi 4
Malachi 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Акӑ кӑмака пек хӗрсе ҫунакан кун килет; ҫавӑн чухне мӑнкӑмӑллисем, усал ӗҫ тӑвакансем пурте улӑм пек пулӗҫ, вӗсене килес кун ҫунтарса ярӗ, ӗнтӗ вӗсен тымарне те, пӗр туратне те хӑвармӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
2
Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр;
3
йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
4
Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр.
5
Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп.
6
Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4