bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ruth 1
Ruth 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
1
Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинче выҫлӑх пулнӑ. Ҫавӑн чухне Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчи пӗр ҫын хӑйӗн арӑмӗпе икӗ ывӑлне ертсе Моав хирне пурӑнма кайнӑ.
2
Ҫав ҫын Елимелех ятлӑ пулнӑ, арӑмӗн ячӗ — Ноеминь, ывӑлӗсен ячӗсем Махлон тата Хилеон пулнӑ; вӗсем Ефрафа ҫыннисем, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем ҫыннисем, пулнӑ. Вӗсем Моав хирне ҫитнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
3
Елимелех — Ноеминь упӑшки — вилнӗ, Ноеминь вара икӗ ывӑлӗпе тӑрса юлнӑ.
4
Ывӑлӗсем Моав хӗрӗсене качча илнӗ, пӗрин арӑмӗ Орфа ятлӑ, тепӗрин арӑмӗ Руфь ятлӑ пулнӑ, вӗсем унта вунӑ ҫула яхӑн пурӑннӑ.
5
Каярахпа Ноеминӗн икӗ ывӑлӗ те — Махлонпа Хилеон — вилнӗ, вара ҫав хӗрарӑм икӗ ывӑлӗсӗр, упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ.
6
Ҫавӑнта, Моав хирӗнче, пурӑннӑ чухне вӑл Турӑ Хӑйӗн халӑхне кӑмӑл туса тырӑ-пулӑ панӑ тенине илтнӗ те икӗ кинне ертсе Моав хирӗнчен тухса кайнӑ.
7
Ҫапла вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тапранса тухнӑ, икӗ кинӗ те унпа пӗрле пулнӑ. Иудея ҫӗрне таврӑннӑ чухне, ҫулпа пынӑ чухне,
8
Ноеминь икӗ кинне ҫапла каланӑ: кайӑрах ӗнтӗ, иксӗр те аннӗрсен килне таврӑнӑр; эсир манӑн ывӑлӑмсемпе те, хуняҫӑрпа та, манпа та ырӑ пурӑнтӑр, ҫавна кура Ҫӳлхуҫа сире хӑвӑра та ырӑлӑх патӑр!
9
Ҫӳлхуҫа сире, упӑшка тупса, ӗмӗрӗре упӑшкӑр килӗ-ҫуртӗнче ирттерме пӳртӗр, тенӗ. Унтан вӑл вӗсене иккӗшне те ыталаса чуптунӑ. Кусем вара уласа йӗре пуҫланӑ,
10
йӗре-йӗре каланӑ: ҫук, эпир санпа пӗрле санӑн халӑху патне каятпӑр, тенӗ.
11
Ноеминь вара каланӑ: каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем; мӗншӗн сирӗн манпа каяс? сире валли упӑшка пулма манӑн варта ывӑлсем тата пулӗҫ-им?
12
каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем, кайӑрах, эпӗ качча тухма ватӑ ӗнтӗ. Эпӗ сире: «манӑн шанчӑкӑм пӗтмен-ха» тесессӗн те, кӗҫӗрех упӑшкампа пулса кайран ывӑлсем ҫуратса парас пулсассӑн та,
13
сирӗн вӗсем ҫитӗниччен кӗтме юрать-и вара? качча тухмасӑр, тӑхтаса пурӑнма юрать-и вара сирӗн? Ҫук, хӗрӗмсем, эпӗ сирӗншӗн кулянатӑп, мана ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ, тенӗ.
14
Лешӗсем каллех уласа йӗре пуҫланӑ. Орфа вара хунямӑшӗпе сывпуллашнӑ [та хӑйӗн халӑхӗ хушшине таврӑннӑ], Руфь хунямӑшӗпе пӗрлех юлнӑ.
15
[Ноеминь Руфе] каланӑ: ав сан килӗнтешӳ хӑвӑр халӑх хушшине, хӑвӑр туррӑрсем патне таврӑнчӗ; эсӗ те килӗнтешӳ хыҫҫӑн каях ӗнтӗ, тенӗ.
16
Анчах Руфь ҫапла каланӑ: хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ;
17
эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ, тенӗ.
18
Кинӗ хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче хытӑ тӑнине кура, [Ноеминь] ӑна текех хистемен ӗнтӗ.
19
Вӗсем ҫапла иккӗшӗ Вифлееме ҫитиччен пӗрле пынӑ. Вифлееме пырса кӗрсессӗн, вӗсене курса, пӗтӗм хула хусканнӑ: ара, ку Ноеминь-ши? тенӗ.
20
Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь тесе ан чӗнӗр, мана Мара тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ;
21
кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.
22
Ноеминь ҫапла таврӑннӑ вара, унпа пӗрле Моав хирӗнчен килнӗ Руфь ятлӑ кинӗ — Моав хӗрӗ — пулнӑ, вӗсем Вифлееме урпа вырма пуҫланӑ вӑхӑтра килсе ҫитнӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4