bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ruth 3
Ruth 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
1
Ноеминь, хунямӑшӗ, Руфе каланӑ: хӑвна лайӑх пултӑрччӗ тесессӗн, хӳтӗлӗх шырамалла мар-ши санӑн?
2
Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать;
3
ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн;
4
вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
5
[Руфь] ӑна: пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.
6
Вара анкартине кайнӑ, хунямӑшӗ епле хушнӑ, ҫапла тунӑ.
7
Вооз ӗҫнӗ-ҫинӗ, чӗрине савӑнтарнӑ, кайран капан ҫумне ҫывӑрма выртнӑ. Руфь ӗнтӗ, хуллен пырса, унӑн ури вителӗкне сирнӗ те ури вӗҫне выртнӑ.
8
Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать.
9
[Вооз унран]: кам эсӗ? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ санӑн чуру Руфь, хӑвӑн чуруна ҫунатупа витсемччӗ: эсӗ манӑн хурӑнташӑм-ҫке, тенӗ.
10
[Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн;
11
ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ;
12
чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур;
13
кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ! Ирччен ҫывӑрах, тенӗ.
14
Ҫапла Руфь унӑн ури вӗҫӗнче ирччен ҫывӑрнӑ, ирхине вара тул ҫутӑличченех — пӗр-пӗрне уҫӑмлӑн куричченех — тӑнӑ. Вооз каланӑ: анкартине хӗрарӑм килнине ан пӗлччӗр, тенӗ.
15
Вӑл тата каланӑ: пӗркенчӗкне пар-ха, тытса тӑр-ха, тенӗ. Руфь ӗнтӗ ҫапла тунӑ, Вооз, [ӑна] ултӑ виҫе урпа ярса парса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ; хӑй хуланалла утнӑ.
16
[Руфь] ӗнтӗ хунямӑшӗ патне таврӑннӑ. Лешӗ [унран] ыйтнӑ: хӗрӗм, мӗн калӑн? тенӗ. Руфь вара хунямӑшне ҫав ҫын мӗн тунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ:
17
вӑл мана ҫак ултӑ виҫе урпана парса ячӗ, хуняму патне пушӑ алӑпа ан таврӑн терӗ, тенӗ.
18
Хунямӑшӗ каланӑ: ӗҫ мӗнле татӑличчен кӗт-ха, хӗрӗм; вӑл ҫын паянхи кун ку ӗҫе вӗҫлемесӗр лӑпланас ҫук, тенӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4