bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ruth 2
Ruth 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
1
Ноеминӗн упӑшки енчен пӗр хурӑнташӗ пулнӑ, вӑл питӗ сумлӑ ҫын шутланнӑ, вӑл Елимелех йӑхӗнчен пулнӑ, ӑна Вооз тесе чӗннӗ.
2
Моав хӗрӗ Руфь Ноемине каланӑ: эпӗ хире каям та, кам мана кӑмӑллӑ пулӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пучах пуҫтарса ҫӳрем, тенӗ. Лешӗ ӑна: каях, хӗрӗм, тенӗ.
3
Вара вӑл хире кайнӑ та тырӑ выракансем хыҫӗнчен пучах пуҫтарса ҫӳренӗ. Вӑл пучах пуҫтарса ҫӳрекен хир Елимелех йӑхӗнчи Вооз ҫӗрӗ, унӑн пай ҫӗрӗ, пулнӑ.
4
Акӑ Вооз Вифлеемрен ҫитнӗ те тырӑ выракансене: Турӑ пулӑштӑр сире! тенӗ. Вӗсем Вооза хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр! тенӗ.
5
Вооз тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫинчен ыйтнӑ: ку ҫамрӑк хӗрарӑм ӑҫтискер? тенӗ.
6
Тырӑ выракансене пӑхса тӑракан тарҫӑ каланӑ: ку ҫамрӑк арӑм — Моав хӗрӗ, Моав хирӗнчен Ноеминьпе пӗрле килнӗ;
7
вӑл: «эпӗ выракансем хыҫӗнчен кӗлтесем хушшипе пучах пуҫтарса ҫӳрем-ха» терӗ; ӗнтӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫӳрет; вӑл килӗнче те сахал пулать, тенӗ.
8
Вооз вара Руфе каланӑ: итле-ха, хӗрӗм, пучах пухма урӑх ана ҫине ан кай, кунтан ан кай, ҫакӑнта манӑн хӗрарӑм тарҫӑмсемпе пӗрле ҫӳре;
9
санӑн куҫу умӗнче вӗсем выракан ана пултӑр, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳре; эпӗ тарҫӑмсене хытарсах каларӑм: вӗсем сана тивмӗҫ; ӗҫессӳ килсессӗн манӑн тарҫӑсем ӗҫекен савӑтран ӑсса ӗҫ, тенӗ.
10
Руфь ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗпе ҫӗре ҫити тайӑлса ҫапла каланӑ: саншӑн мӗн тӗлӗшрен кӑмӑллӑ пултӑм-ши, эпӗ ют ҫӗр ҫынни пулсассӑн та, эсӗ мана ҫапла хапӑл йышӑнатӑн? тенӗ.
11
Вооз ӑна хуравласа каланӑ: упӑшку вилсессӗн эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине эпӗ илтсеттӗм: эсӗ — аҫу-аннӳне, ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывна хӑварса — хунямупа пӗрле ют халӑх хушшине килсе кӗнӗ, ҫак халӑха эсӗ ӗнер те, виҫӗмкун та пӗлмен-ҫке;
12
ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр, эсӗ Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма килнӗ; Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана ҫавӑншӑн мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр! тенӗ.
13
Руфь ӑна каланӑ: эй хуҫамӑм, санӑн кӑмӑлна курмалла пуласчӗ манӑн! эсӗ манӑн чуна йӑпатрӑн, мана — хӑвӑн чуруна — ырӑ сӑмах каларӑн, эпӗ вара санӑн пӗр хӗрарӑм чуру тӗшне те тӑмастӑп, тенӗ.
14
Вооз ӑна каланӑ: кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, кил, ҫӑкӑр ҫиме лар, татӑкна сӗрхе ҫине пуҫса ҫи, тенӗ. Руфь тырӑ выракансем ҫумне пырса ларнӑ. Вооз ӑна ҫӑкӑр касса панӑ; лешӗ ҫинӗ, тӑраннӑ, ытлашшийӗ те юлнӑ.
15
Вара пучах пуҫтарма тӑнӑ. Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр;
16
кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ.
17
Ҫапла Руфь ана ҫинче иртен пуҫласа каҫчен пуҫтарса ҫӳренӗ, унтан вӑл мӗн пуҫтарнине ҫапнӑ та, унӑн пӗр ефана яхӑн урпа тухнӑ.
18
Руфь, урпине илсе, хулана таврӑннӑ, мӗн чухлӗ пуҫтарнине хунямӑшне кӑтартнӑ. Унтан [Руфь] хӑй ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн юлнӑ ҫӑкӑр татӑкне [хӗвӗнчен кӑларса] хунямӑшне панӑ.
19
Хунямӑшӗ ӑна каланӑ: эсӗ паян ӑҫта пуҫтарса ҫӳрерӗн, ӑҫта ӗҫлерӗн? сана йышӑннӑ ҫынна пиллӗх пултӑр! тенӗ. [Руфь] хӑй кам патӗнче ӗҫлесе ҫӳренине хунямӑшне каласа кӑтартнӑ: эпӗ паян Вооз ятлӑ ҫын патӗнче ӗҫлесе ҫӳрерӗм, тенӗ.
20
Ноеминь хӑйӗн кинне каланӑ: чӗррисене те, вилнисене те ырӑлӑх тунӑшӑн ӑна Ҫӳлхуҫаран пиллӗх пултӑр! тенӗ. Ноеминь ӑна тата каланӑ: вӑл пире ҫывӑх ҫын; вӑл пирӗн хурӑнташ пулать, тенӗ.
21
Моав хӗрӗ Руфь [хӑйӗн хунямӑшне] каланӑ: вӑл мана тата ҫапла каларӗ: ман тырра вырса пӗтеричченех эсӗ манӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле ҫӳре терӗ, тенӗ.
22
Ноеминь хӑй кинне Руфе каланӑ: хӗрӗм, унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе ҫӳрени лайӑх-ха вӑл, урӑх ана ҫине кайса хур курса ҫӳрес ҫук, тенӗ.
23
Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ, урпапа тулӑ вырса пӗтеричченех Вооз ани ҫинче [пучах] пуҫтарнӑ, пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4