bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ruth 4
Ruth 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
1
Вооз хапха умне тухса ларнӑ. Акӑ хурӑнташӗ, Вооз аса илнӗскер, иртсе пырать. [Вооз] ӑна каланӑ: кил-ха, юнашар лар-ха, тенӗ. Лешӗ ун патне пырса ларнӑ.
2
[Вооз] хулари аслӑ ҫынсене, вунӑ ҫын, чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ларӑр-ха ҫакӑнта, тенӗ. Лешӗсем юнашар пырса ларнӑ.
3
Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать;
4
эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ. Лешӗ: эпӗ илетӗп, тенӗ.
5
Вооз каланӑ: Ноеминь анине илсессӗн, Моав хӗрӗн Руфӗн анине те туянма тивет вара, тӑлӑх арӑм вӑл; вилнӗ хурӑнташӑмӑрӑн ячӗ унӑн ҫӗрӗнче ан ҫухалтӑр тесе, санӑн унӑн арӑмне качча илмелле, тенӗ.
6
Вара ҫав хурӑнташӗ каланӑ: эпӗ ӑна илейместӗп, хамӑн пай ҫӗрӗме арпаштарас мар, ӑна эсӗ йышӑн, эпӗ йышӑнаймастӑп, тенӗ.
7
Ӗлӗк Израиль халӑхӗ хушшинче ҫакӑн пек тӳлесе илнӗ чухне е улӑштарнӑ чухне ӗҫе татса панине ҫирӗплетмешкӗн ҫакӑн пек йӑла пулнӑ: пӗри тепӗрне, [хурӑнташӗн тивӗҫлӗхне хӑй ҫине илекенскерне,] хӑйӗн аттине хывса тыттарнӑ, ҫакӑ вара ӗҫе пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче татса панӑ пек шутланнӑ.
8
Леш хурӑнташӗ Вооза каланӑ: хӑвна валли туян, тенӗ. Вара аттине хывнӑ [та ӑна тыттарнӑ].
9
Ӗнтӗ Вооз аслӑ ҫынсене, пур халӑха ҫапла каланӑ: эсир акӑ эпӗ Ноеминьрен Елимелехӗн пур пурлӑхне те, Хилеонпа Махлонӑн пур пурлӑхне те туяннине курса тӑратӑр;
10
тата эпӗ, вилнӗ хурӑнташӑмӑр ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса юлтӑр тесе, унӑн ячӗ тӑванӗсем хушшинчен, хапха умӗнчи вырӑнӗнчен ан ҫухалтӑр тесе, Махлон арӑмне, Моав хӗрне Руфе, качча илетӗп; эсир паян кӳнтеленсем пулатӑр, тенӗ.
11
Вара хапха умне пухӑннӑ халӑх та, аслӑ ҫынсем те каланӑ: эпир — кӳнтеленсем; санӑн ҫуртна кӗрекен арӑмна Ҫӳлхуҫа Рахильпе Лийӑна тивлет панӑ пек тивлетлӗ тутӑр: вӗсенчен Израиль халӑхӗ ӗрчесе кайнӑ; Ефрафӑра пуянлӑх туп, Вифлеемре яту чаплӑ пултӑр;
12
Ҫӳлхуҫа панипелен ҫак ҫамрӑк арӑм ҫуратас вӑрлӑхран санӑн килӳ Фамарь Иудӑна ҫуратса панӑ Фарес килӗ пек ӗрчевлӗ пултӑр.
13
Ҫапла вара, Вооз Руфе качча илсе арӑм тунӑ. Вооз ун патне кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе Руфь йывӑр ҫын пулнӑ, кайран ывӑл ача ҫуратса панӑ.
14
Хӗрарӑмсем Ноемине каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл санӑн йӑхна пӗтме памарӗ! ҫак ача Израиль халӑхӗ хушшинче мухтавлӑ пултӑр!
15
вӑл сана ватӑлмалӑх кунунта савӑнтарса, пӑхса-тӑрантарса усрӗ: хӑвна юратакан кинӳ ҫуратнӑ ӑна, саншӑн кинӳ ҫичӗ ывӑлтан та пахарах, тенӗ.
16
Ноеминь ачана алли ҫинчен ямасӑр йӑтса ҫӳренӗ, вӑл ачана пӑхаканни пулнӑ.
17
Кӳршӗ арӑмӗсем ӑна ят хунӑ, вӗсем: «Ноеминӗн ывӑл ача ҫуралчӗ» тенӗ; ӑна Овид ятлӑ хунӑ. Вӑл Давид ашшӗн, Иессейӗн, ашшӗ пулать.
18
Фарес йӑхӗ ҫакӑ: Фаресран Есром ҫуралнӑ;
19
Есромран Арам ҫуралнӑ; Арамран Аминадав ҫуралнӑ;
20
Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ;
21
Салмонран Вооз ҫуралнӑ; Воозран Овид ҫуралнӑ;
22
Овидран Иессей ҫуралнӑ; Иессейрен Давид ҫуралнӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
All chapters:
1
2
3
4