bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Timothy 1
1 Timothy 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 2 →
1
Павел — хамӑра Ҫӑлакан Турӑ тата пире шанчӑк паракан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хушнипе Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер —
2
ӗненсе чӑн ывӑлӑм пулнӑ Тимофее: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
3
Македоние кайнӑ чухне эпӗ сана Эфеса юлса хӑш-пӗрисене вӗсем урӑхла вӗрентме чарӑнччӑр, халапсемпе,
4
вӗҫне-хӗрне тупма ҫук йӑх-кӑк тымарӗпе ан аппаланччӑр тесе хистесех калама хушса хӑварсаттӑм — ун пекки вӑл Турра ӗненме вӗрентес вырӑнне тавлашу ҫеҫ кӑларать.
5
Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси.
6
Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла вӗрентессинчен пӑрӑнчӗҫ те пуш сӑмах енне сулӑнчӗҫ:
7
вӗсем саккун вӗрентекенсем пуласшӑн, анчах хӑйсем мӗн ҫинчен каланине, мӗне вӗрентесшӗн тӑрӑшнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.
8
Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ;
9
ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн,
10
аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ.
11
Тӗрӗс вӗрентни вӑл — мухтавлӑ Туррӑн мана шанса сарма хушнӑ Ырӑ Хыпарӗ.
12
Тавах хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра: Вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса Хӑйне ӗҫлесе тӑраканӗ турӗ.
13
Эпӗ унччен хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ; эпӗ пӗлменнипе, ӗненменнипе ҫапла тунӑ, ҫавӑнпа Вӑл мана каҫарчӗ.
14
Мана Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр тивлечӗ ҫитрӗ те, эпӗ Христос Иисус урлӑ юратупа ӗненӳ тупрӑм.
15
Акӑ тӗрӗс сӑмах, ӑна кирек кам та йышӑнмалла: Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ, ҫав ҫылӑхлисенчен чи айӑпли — эпӗ.
16
Мана — чи ҫылӑхлӑ ҫынна — каҫарса, Иисус Христос Хӑй мӗн тери вӑрах тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартса пачӗ, ку ӗнтӗ Хӑйне ӗненес, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупас ҫынсене тӗслӗх кӑтартниех пулнӑ.
17
Ӗмӗрсенӗн вилӗмсӗр, курӑнми Патшине, пӗртен-пӗр аслӑ Турра ӗмӗр-ӗмӗрех хисеплемелле, мухтамалла пултӑр. Аминь.
18
Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш,
19
хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ;
20
Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ. Турра хурлама пӑрахчӑр тесе, эпӗ вӗсене шуйттан аллине патӑм.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6