bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Timothy 3
1 Timothy 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
1
Ҫакӑ чӑн сӑмах: кам епископ пуласшӑн, вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн.
2
Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан,
3
ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман,
4
хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла;
5
хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?
6
Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ.
7
Вӑл тата ӗненменнисем умӗнче те ырӑ ятлӑ ҫын пултӑр, унсӑрӑн вӑл сӑмаха кӗрӗ, шуйттан танатине ҫакланӗ.
8
Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман,
9
чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.
10
Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла.
11
Ҫавӑн пекех ӗненекен ушкӑна пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсем те тӳрӗ ҫынсем, элекҫӗ мар, эрехе кӑмӑлламан, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ ҫынсем пулмалла.
12
Дьякон пӗрре авланнӑ ҫын, ачи-пӑчине, хӑйӗн кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан ҫын пулмалла.
13
Ӗҫне лайӑх туса тӑнисем хисепе тивӗҫлӗ пулӗҫ, хӑйсем Христос Иисуса ҫирӗп ӗненни ҫинчен питӗ хӑюллӑн калӗҫ.
14
Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитме ӗмӗтленсе ҫыратӑп;
15
хам часах пыраймасан, санӑн Турӑ килӗнче епле ӗҫлесе тӑмаллине пӗлмелле пултӑр тетӗп; Турӑ килӗ вӑл — Чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗ, чӑнлӑх тӗрекӗ.
16
Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6